Тÿпене дронсенчен 24 сехет сыхлаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.09.2025, 11:22 Просмотров: 156

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Владислав Нртин çак кунсенче отпускра пулчĕ. Шупашкарта тĕпленнĕскер çуралнă Сăкăт ялне, амăшĕ патне çитсе килме те вăхăт тупрĕ. Çав вăхăтра унпа Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та тĕл пулчĕ. Рудольф Васильевичпа Владислав Станиславович курнăçура тĕрлĕ тема хускатрĕç, анчах калаçу ытларах СВО тавра пычĕ.

Владислав Станиславович 1989 çулта кун çути курнă. Ялти вăтам тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсенче пĕлÿ пухнă. Аттестат илнĕ хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче юриспруденци профессине алла илнĕ. Конституци тивĕçне пурнăçласа салтак аттине тăхăннă. Çавăн чухнех контракт çырса служба ĕçне тăснă. Вăл вĕçленнĕ хыççăн пĕр вăхăт Шупашкарти Ардальон Игнатьев ячĕллĕ спорт хатĕрленÿ центрĕнче те вăй хунă, анчах шăпа ăна валли урăх çул хатĕрленĕ. Тĕплĕн шухăшланă хыççăн Сăкăт каччи пурнăçне çарпах çыхăнтарма шут тытнă. 2015-2017 çулсенче чикĕ тĕрĕслевĕн «Поволжье» отрядĕнче, 2017-2020 çулсенче пограничниксен «Ахтынский» отрядĕнче, Дагестан республикинчи «Джинных» заставинче пулнă. 2022 çулхи октябрь уйăхĕнченпе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать.

Владислав Нртин лейтенант округ пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа калаçнă май «Пĕрле» фонд нумай пулăшнине, гуманитари килсех тăнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех «Время СВОих» программа йĕркелени ĕнерхи салтаксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ.

— Украинăри ятарлă çар операцине роботла е онлайн-вăрçă тесе калама та пулать. Унччен «Артиллери — çар Турри» тесе каланă пулсан, халĕ тĕрлĕ квадрокоптерпа, дрон-камикадзепе маларах ĕçлетпĕр. Тÿпене 24 сехет е урăхла каласан «карусель режимĕпе» — пĕри каять, тепри ун вырăнне юлать — сыхлатпăр. Акă, эпĕ ларакан сăнав пунктĕнче тăватă экран, вĕçев хатĕрĕсемпе ĕçлекен операторсем мĕн тунине пăхса тăратăп. Кăна мансăр пуçне дивизи командирĕсем те кураççĕ. Тăшмана тупсан унчченхи пек тÿрех артиллерине чĕнместпĕр. Дрон-камикадзе çине снаряд тыттарса хуратпăр та вĕçтерсе яратпăр. Вăл кайса сирпĕтет. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн рота 500 ытла квадрокоптер, «баба яга» текеннине 60 ытла çапса антарнă. Тăшман вăйсăр теме çук, вĕсене миçе çĕршыв пулăшать! Пирĕн те техника лайăх, пĕр пекех. Çавăнпах çывăхра ÿкнĕ вĕçекен хатĕрсене ятарласа хамăрăннисене кайса илсе килтеретпĕр. Пирĕн мастерской пур, çавăнта иккĕрен е виççĕрен пĕрре тăваççĕ, — тесе каласа парать маларах взвод, халĕ рота командирĕ таран çитнĕ ентеш.

Унччен вăрçăра роботсемпе усă курма тивесси пирки салтаксем шухăшлама та пултарайман. Ку япала фантастикăлла киносенче çеç пулассăн туйăннă, анчах аталану пур çĕрте те куллен вăй илсе пырать. Малтанхи вăхăтра вĕçекен хатĕрсемпе ĕçлеме çăмăлах пулман, çĕршыв хÿтĕлевçисем пуçа усмасăр кăткăс техникăпа та ĕçлеме хăнăхнă. Владислав Нртин та çакнах çирĕплетет. Хальхи вăхăтра вĕсем ыттисене те вĕрентеççĕ.

— Украинăра пурăнакансем хушшинче те темле кăмăллă çын та пур. Пĕрисем кураймаççĕ, теприсем кăмăллăн калаçаççĕ. Тĕрĕссипе, çын чунне тавăрса пăхма çук, пирĕнпе лайăх калаçсан та тем те шухăшлама пултараççĕ. Эпĕ унти вĕрентÿ кĕнекисене те алла илсе курнă, вĕсенче Раççей пирки начаррине, тĕрĕс маррине çырса кăтартнă. Мĕн пĕчĕкрен курайманлăхпа ÿснĕ ачасенче çитĕнсен те çав туйăм пĕтесси иккĕленÿллĕ. Пурне те пĕр хакпа виçейместĕн. Пирĕн патăртан инçех мар пурăнакан кинемейпе мучинчен килти çăмарта туянма пырсан пĕр пус та илместчĕç. «Пире укçа кирлĕ мар. Раççейпе пĕрлешнĕренпе пире Путин лайăх пăхать, пенси парать», — тетчĕç. — Апат тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем çук. Кашни икĕ эрнере пĕрре какай, пулă, кĕрпесем тата ытти çимеллисем илсе килсе параççĕ.

— «Время своих» евĕр программăсем сусăрланса тăван тăрăха таврăннă çар çыннисене хăйсем кирлине, вĕсене тĕрев панине туйма, мирлĕ пурнăçри йĕркене хăнăхма пулăшаççĕ, — терĕ Владислав Станиславович шухăшĕсене пĕлтернĕ май.

Шутлă кунсем хăвăрт иртеççĕ. Икĕ эрне амăшĕпе, мăшăрĕпе тата икĕ ывăлĕпе пулнă хыççăн ентеш çар ретне таврăнчĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика