21 çул ĕçлет Татьяна Аркадьевна Хураськина (сăн ÿкерчĕкре) Первомайскинчи «Шуçăм» ача садĕнче. Унтанпа 5-6 выпуск та кăларнă пĕрремĕш категориллĕ воспитательница. Кăçал вăл шкул сакки çине ларма хатĕрленекенсемпе ĕçлет. Кашни кунăн ĕç планĕ пур. Вулама, шутлама, ÿкерме хăнăхаççĕ ачасем. Пластилинран кÿлепесем тăваççĕ. Юмахсем вуласа вĕсен сăнарĕсене асра тытма хăнăхаççĕ. Юрă занятийĕсем те пур. Физкультура сывлăха çирĕплетнине пурте пĕлеççĕ. Унăн занятийĕсене кăмăлтан кĕтеççĕ. Икĕ ушкăна уйрăлса конкурссем ирттереççĕ.
— Çитĕнекен ăрупа ĕçлемешкĕн Турă пани те кирлĕ. Çакă пурах Татьяна Хураськинăн. Ачасен кăмăлне тупма пĕлет вăл. Вĕсене тĕрлĕ майпа интереслентерме пултарать. Çавăнпа та унăн ушкăнне кăмăлтан çÿреççĕ,— теççĕ ĕçтешĕсем Татьяна Аркадьевнăн ĕçне хак парса.
Аслă пĕлÿллĕ Татьяна Аркадьевна. Малтан Шупашкарти педагогика колледжĕнче вĕренсе ача садĕнче ĕçлеме май паракан диплома илнĕ. Стажне те çителĕклех пухнă. Пĕрле ĕçлекенсемпе канашласа вăй хураççĕ. Пĕрлехи занятисем те сахал мар ирттереççĕ.
Хăй те конкурссене яланах хутшăнма тăрăшать. «Хыпар» хаçачĕ ирттерекен сăвă вулакансен тупăшăвĕнче 2022, 2023 çулсенче Гран-прие тивĕçнĕ. 2024 çулта «Çулталăк воспитателĕ» конкурсăн муниципалитет шайĕнчи тупăшăвне явăçса виçĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Республикăри вĕрентÿ институчĕ ирттерекен конкурссенчен те пăрăнса юлмасть.
Ачасене те конкурссене явăçтарать. Çулленех шашкăлла выляса мала тухаççĕ. «Тăван енпе рюкзакпа утатăп» акцие хутшăнса ялти библиотекăра, музейра, пушар хуралĕнче, ытти çĕрте те пулчĕç.
Çемьере те кăтартуллă анне Татьяна Аркадьевна. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Асли хăй те пурнăç çулĕ çине тăнă. Кĕçĕнни ялти шкула çÿрет.
Надежда ЕМЕЛЬЯНОВА, ача сачĕн заведующийĕ
Август 2026 |
