Тăван тавралăх илемĕ, уçă сывлăш, тăрна куçĕ пек тăрă та сиплĕ шыв никамран та мар, хамăртанах, пирĕн яваплăхран, эпир çут çанталăк пуянлăхне мĕнле упранинчен, унпа перекетлĕ усă курнинчен килет. Экологи ăнăçлăхĕ вара тÿрремĕнех çын сывлăхĕпе, пурнăçĕпе çыхăннă.
Чăваш Енре пурнăçа кĕрсе пыракан «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ те чăн малтанах вырăнсенче тирпей-илем тăвас тесен халăх валли кирлĕ услови туса парасси, çак тĕллевпе çÿп-çап сортлакан комплекссем хута ярасси. Сăмах май каласан, Патăрьел муниципалитет округĕнче те наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çÿп-çапа сортлакан комплекса тăвас ĕç пуçланнă. Вăл 5 гектар йышăнать. Строительство ĕçĕсене 2026 çулта вĕçлемелле.
Цитата
Эмир Бедертдинов, ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ:
«Округсенче çÿп-çапа сортировка тăвакан комплекссем хута кайни каяшсене тепĕр хут ĕçе кĕртме май парать. полигонсенче тăрса юлакан япаласен калăпăшне чакарма, республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Çак çĕнĕлĕх экологи ырлăхне аталанма пулăшакан пĕлтерĕшлĕ утăм»
Август 2026 |
