Муниципалитет округĕн тĕп библиотекинче çуллахи вулавăн «Кĕнеке хевти-2025!» программи вĕçленчĕ.
Пĕр-пĕринпе тĕл пулмалли, уçă сывлăшра вылямалли, ăсталăха аталантармалли, хавасланса вуламалли чи лайăх вăхăт пулчĕ çакă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енĕн илемлĕ çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕлĕхе нумай пĕлчĕ çитĕнекен ăру. Шкулсенчи сывлăха çирĕплетекен 14 лагере çÿренĕ 675 ача библиотекăсенче иртекен тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăннă. Вĕсемсĕр пуçне каникул вăхăтĕнче яла канма килнĕ çитĕнекен ăру та çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма май тупнă.
Çуллахи вулава явăçса вулавăшсене 666 ача çырăнчĕ (вĕсенчен 435-шĕ — 14 çул тултарманскерсем, 181-шĕ — çамрăксем). Вĕсем литература программине килĕштерчĕç.
Ачасемпе çамрăксем библиотекăсенче 41214 хут пулнă 52718 экземпляр кĕнеке алла илнĕ.
Пĕрремĕш вырăна вулассипе Аслă Чементи вăтам шкулти 11 класра вĕренекен, Шăхач ял библиотекине çÿрекен Ангелина Макарова тухнă. Ун хыççăн Ыхра Çырминчи Дине Хуснетдинова, Треньелĕнчи Дмитрий Пчельников, Тури Чакăри Анастасия Мальцева, Кзыл Чишмари Гульшат Камалова, Хирти Пикшикри Алия Валеева кĕнеке тусĕсем пулчĕç.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
