Массăллă спорт вăй илсех пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.09.2025, 10:30 Просмотров: 142

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе республикăра массăллă спорт инфратытăмĕ хастар аталанса пырать. 2020 çултанпа 98 спорт объекчĕ тунă тата юсаса çĕнетнĕ, ГТО нормативĕсене пурнăçлама 26 лаптăк хатĕрленĕ. Çакă ялсемпе хуласенче спортпа туслашма условисем тума май парать.

Юлашки çулсенче Раççейĕпех старта тăракансен «Наци кросĕ» хăйĕн чапне тепĕр хут çирĕплетрĕ. Массăллă чупу республикăшăн, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕшĕн те спортпа сывă пурнăç йĕркин тепĕр уявĕ пулса тăчĕ. Чăваш Енре юлашки пилĕк çулта унта хутшăнакансенсен йышĕ пилĕк хут ÿснĕ!

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те «Наци кросĕн» пĕлтерĕшĕ, халăхсен хастрлăхĕ çултан-çул ÿссе пырать. Çакна кăçалхи массăллă чупу тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика