Ачана зажигалка сутсан та сутуçăн штраф тÿлеме тивĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.09.2025, 10:28 Просмотров: 132

ÇУЛ çитмен ачасене вейп, пирус, никотин тытăмлă ытти тавар сутакансене февральтенпе çирĕпрех явап тыттараççĕ: ахаль сутуçăсенчен куншăн 300 пин тенкĕ таран шыраса илеççĕ, фирма директорĕсенчен вара 2 миллион тенкĕ таранах!

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çул çитмен çамрăксене зажигалка, газ тултарнă пĕчĕк баллон сутакансене те штрафлаççĕ. Ахаль сутуçăсен куншăн 40-60 пин тенкĕ, должноçрисен 150-200 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсен 400-600 пин тенкĕ кăларса хума тивĕ. Малашне сутуçăсен эрех-сăра, пирус, вейп туянакансенчен çеç мар, зажигалка туянас текенсенчен те паспорт ыйтмалла.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика