ВĂРĂ вăрлать те хăварать, пушар вара... Канмалли кунхине, шăматкун ир енне Сăкăтри пĕр хуçалăхра хыпса илнĕ вут-çулăм инкекĕ кил хуçисене питĕ пысăк тăкак кăтартнă. Пушарта икĕ хуçалăх сиен курнă, мĕн пурĕ 500 тăваткал метр ытла хуçалăхри çурт-йĕрпе хуралтисем çунса юрăхсăра тухнă. Инкеке парăнтарма 11 спасатель, 4 пушар техники пĕр чарăнмасăр икĕ сехет ытла вутпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Çак каçхине çил те вăйлă пулнăран, пушарниксен кÿршĕ-аршăна вут серепинчен хăтарас тесе те чылай тăрăшма тивнĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа Патăрьел муниципалитет округĕнче иртнĕ çулхи çак вăхăтри пекех 41 пушар пулнă. Çак кунсенче çеç çÿлтен вĕçсе çÿресе ÿкерекен аппаратпа уйрăм гражданин хирти хыт-хурана çунтарнине çыртарса илнĕ. Йĕркене пăсакана 10 пин тенкĕ штраф панă.
Август 2026 |
