ÇАК кунсенче хисеплĕ ентеш-поэтăмăр, паллă журналист, драматург Марина Карягина пултарулăхĕ пирки каллех ырă та çĕнĕ хыпар çитрĕ. Вăл Мускавра планетăри 140 ытла çĕршыв çынни хутшăнакан Пĕтĕм тĕнчери обществăлла ассамблейăна кайма тивĕçнĕ.
Пултаруллă сăмах ăстине унта тĕнче литературине çĕнĕ жанр — амфистроф — кĕртнĕшĕн çакна çирĕплетекен Ĕнентерÿ хутне парса чыс тунă. Сăвă йĕркине малтан та, хыçалтан та пысăк пĕлтерĕшпе вуланакан «Ху чĕрĕ чух» поэми Тĕнчери рекордсен кĕнекине кĕнĕ!
Август 2026 |
