Асра тытса, ĕçтеш, сăнна Тăратăп шăп эп пĕр кана...

Категория: Публикации Опубликовано: 19.09.2025, 14:37 Просмотров: 152

Юлашки хут эсир хаçат редакцинчен сыв пуллашсан темиçе кунтан усал хыпар илтессе шутлама та пултарайман. Кĕçех тĕл пулăпăр, ваттисен кунĕнче коллективра йăлана кĕнĕ пекех ĕçтеш-ветерансемпе ларса чей ĕçĕпĕр, ĕçри кăсăклă самантсене аса илсе ăш хытиччен кулăпăр тенĕччĕ...

Анчах шел, эпир шухăшланă пек çаврăнса тухмарĕ. Шăпа вăйлăрах пулса тепĕр темиçе кунтанах сире пиртен ĕмĕрлĕхе уйăрса кайрĕ. Унтанпа, акă, хĕрĕх вун та çитрĕ. Валентина Алексеевна, Сирĕн çутă та ырă сăнăра асра тытса паян эпир пурте пĕр кана шăп тăратпăр. Канлĕ те лăпкă çывăр, ĕçтешĕмĕр.

Валентина Алексеевна Мальцева «Авангард» хаçат редакцине шкул саккинчен уйрăлнă хыççăнах килсе вырнаçнă. Ача чухнех çырас ăсталăхĕ пысăк пулнăран Николай Фомин редактор ăна пĕр сăмахсăрах ĕçе илнĕ. Çĕнĕ çынна «тĕне» кĕртсе (Редакцинче кун пек йăла тахçанах пулнă. Çамрăксен çырас, творчество шайĕпе шухăшлас ăсталăхне тĕрĕслес тĕллевпе шутласа кăларнă ăна) те тăман, тÿрех çыракансен ушкăнне, литсотрудника илнĕ. Каярахпа çул хыççăн çула хыçа хăварса ĕçе хăнăхса пынă хыççăн ăна корреспондента, тата вăхăт иртсен пай заведующине куçарнă.

Валентина Алексеевна чĕлхе е литература тĕлĕшпе нимĕнле ятарлă пĕлÿ илмен пулсан та кирек мĕнле темăпа та хаçат вулакансене тыткăнлакан статьясем, репортажсем çыратчĕ. Шыв юххи пек пĕр тикĕссĕн çырнă тĕрленчĕкĕсене пĕр сывламасăр вуласа тухма пулатчĕ. Чĕлхи якаччĕ, пуянччĕ Валентина Алексеевнăн. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл 40 çул ытла алăран «калемне» ямасăр ĕçлесе вулакансем умĕнче те пысăк хисеп çĕнсе илчĕ.

Кирек мĕнле çын та пĕр кăлтăксăр пумасть, паллах. Ĕçтешĕмĕр ырă кăмăллă та пуринпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлекен журналист пек асра юлчĕ. Сăпайлăхĕ, лăпкăлăхĕ, çын çинчен усалпа калаçма юратманни, пикеннĕ ĕçе чун-чĕререн пурнăçлани — унăн характерĕн лайăх енĕсенчен пĕри пулнă.

Уявсенче вăл яланах кĕреке илемĕччĕ. Иртнĕ лайăх вăхăтсене аса илме, шÿтлеме, çынсем хушшинче сăмах парсан сăвăласа вырăнлă каласа хума юрататчĕ. «Эх, тепре çеç пуласчĕ сирĕншĕн, 17ре...», «Пурпĕрех тĕл пулар, пурпĕрех ыр сунар, пурпĕрех май тупар çакăн пек савăнма...» текен тата ытти сăмахĕсем те паянхи пек хăлхара янăраççĕ...

Çапла асра юлчĕ пирĕншĕн Валентина Алексеевна Мальцева ĕçтешĕмĕр.

Сăн ÿкерчĕкре: Çак сăн ÿкерчĕке вăл хăй те питĕ килĕштеретчĕ. Унăн авторĕ — Георгий Заплаткин фотограф.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика