«Уникс» финиша пĕрремĕш кĕнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.09.2025, 14:35 Просмотров: 179

Хусан хулин ипподромĕнче юртă лашасен ăмăртăвĕ иртнĕ. Йăлана кĕнĕ тупăшăва Патăрьел муниципалитет округĕнчен «Исток» çĕр ĕç фирмин «Уникс» урхамахĕпе Алексей Краснов та хутшăннă. Вăл 2400 метрлă дистанцире 3 минут 5 секунд ытларах кăтартса пĕрремĕш вырăна тухнă, С.Буденнăй маршал ячĕллĕ кубок тата парне çĕнсе илнĕ.

Яндекс.Метрика