Эпĕ Аслă Чементи вăтам шкулта ĕçлеме пуçлани кĕçех 30 çул çитет. Ачасемпе пĕрле тăрăшса ĕçлени, ашшĕ-амăшĕ пулăшса пыни, ĕçтешсемпе ăнланса вăй хуни ĕçре хавхалантарса пырать, çитĕнÿсем тума пулăшать.
Çулсерен шкул ачисен спартакиадинче призерсен шутне кĕни питĕ савăнтарать, паллах. Уйрăмах йĕлтĕрпе тата çуран чупса районта тата республикăра палăраççĕ ачасем. Йĕлтĕр спорчĕпе 20 çул ытла районта ялан малтисен шутĕнче пирĕн шкул спортсменĕсем! Çурхи тата кĕрхи кроссенчен лайăх кăтартусемпе таврăнаççĕ вĕсем. Шкулта шашкăлла выляссине аван йĕркелесе пыратпăр. Баскетболла выляма кăмăллаççĕ вĕренекенсем. Уйрăмах хĕр ачасен команди питĕ маттур. 10 çул ĕнтĕ вăл районта çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илет.
Физкультурăпа иртекен олимпиадăна кашни çулах тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Муниципаллă округра мала тухнисĕр пуçне республикăра малтисен шутне кĕни кăмăла çĕклет. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче А. Макарова тата М. Кошелева призерсем пулса тăчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçлисен хушшинче спортпа туслисем чылай. Кăçал та документсене тăратнă 2 спортсмен çак стипендине илессе шанас килет. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Л. Капитонова тата А. Макарова Патăрьел муниципалитечĕн пуçлăхĕн стипендине илсе тăрĕç. Вĕсем иккĕшĕ те «Физкультура тата спорт» номинацинче палăрчĕç. Çулсерен «Советская Чувашия» хаçатшăн иртекен эстафетăра район команди чысне хÿтĕлекенсен шутне пирĕн вĕренекенсем кĕни кăмăллă. Пĕлтĕр патăрьелсем 2 – мĕш тухма пултарчĕç, командăра 2 хĕр ача пирĕн шкултан пулчĕç.
Спорт енĕпе вĕренме каякан выпускниксем пур. Вĕсен малашнехи шăпи пирки кăсăклансах тăратăп. Акă, 2 çул каялла шкултан вĕренсе тухнă Андрей Тарасов хальхи вăхăтра Санкт Петербургри физкультурăпа çар институтĕнче вĕренет. Шкулта чухнех çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе чупса 1 - мĕш разряд тултарчĕ каччă. Кăçал Андрей Раççейре 20 çула çитмен каччăсем хушшинче ту çинче чупса иртнĕ ăмăртура 3 - мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Шкула манмаççĕ выпускниксем, килсех çÿреççĕ.
Ĕçе юратни, ачасен çитĕнĕвĕсем малалла та тăрăшса ĕçлеме вăй -хал параççĕ, хавхалантараççĕ.
Петр МАКАРОВ, Аслă Чементи вăтам шкулта физкультурăпа вĕрентекен
Август 2026 |
