Хуркайӑксем
Категория: Публикации
Опубликовано: 19.09.2025, 14:25
Просмотров: 137
Хуркайӑк карти пек ӑсатрӑмӑр сире,
Вӑй-хал кӗрсе ҫеҫ ҫитнӗ яш каччӑсене.
Хуркайӑксем пекех килмешкӗн каялла
Чунтан сунса эпир сулларӑмӑр алла.
Хуркайӑксен ҫулсем пачах та ҫӑмӑл мар,
Вичкӗн ҫиле ҫӗнсе вӗҫмешкӗн малалла.
Кайри мала куҫса тӗрев параҫ ялан,
Тен, ҫавӑнпах вӗҫеҫ вӗсем картапалан.
Виҫ ҫуркунне сире кӗтетпӗр, кайӑксем.
Тӑван йӑвасене килетӗрех тесе.
Анчах йывӑр ҫулта юлаҫҫӗ хӑшӗсем.
Карта сайраланать, юхаҫҫӗ куҫҫульсем.
Кӗтетпӗрех ҫапах ҫав ыр ҫуркуннене,
Хуркайӑксем пекех эсир ҫитессине.
Кайри мала тесе каламӑпӑр эпир,
Тӑван киле килме пулӑштӑрах Пехил.
Надежда КВАСОВА, Çĕньял ялĕ