Яла юлма кăмăл пулсан

Категория: Публикации Опубликовано: 19.09.2025, 14:19 Просмотров: 205

Муниципалитет округĕнчи Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта регионти форумпа килĕшÿллĕн «Раççей манăн горизонт» проекта тата воспитанин «Профориентаци» модульне çул панă май аграри профессийĕсен фестивалĕ иртрĕ. Вĕренекенсем патĕнче ку хутĕнче администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн тĕп врачĕ Петр Ефимов, республикăри ветеринари лабораторийĕн Патăрьел уйрăмĕн ертÿçи Людмила Ефимова, акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ Евгений Сейфуллин тата ачасен ашшĕ-амăшĕ пулчĕç.

Малтанах пуçламăш классене çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе аграри профессийĕсене пĕлнине юрă-ташăпа, юмахсенчи инсценировкăсемпе кăтартрĕç. Ялта комбайнер, ветеринар, утарçă, доярка, тыр-пул, пахча-çимĕç çитĕнтерекенсем, кĕтÿçĕ, тракторист, шофер, бригадир кирлех.

Çамрăк пахчаçăсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем хăярпа пăрçана акса çитĕнтерессине çĕр хатĕрленинчен пуçласах кăтартрĕç. Вĕсене пăхсан ыттисен те ырă ĕçе пуçăнас хавхалану çуралчĕ.

Аслă классенче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвĕпе хăнăхăвне мастер-классенче кăтартрĕç.

9б класс ачисем агропромышленность комплексĕнчи цифра технологийĕсем çинчен каласа пачĕç. Ял хуçалăхĕнче вĕсене алла илнĕ ăста специалистсем кирлех. 8а класа çÿрекенсем агрохими лабораторийĕ темăпа мастер-класс ирттерчĕç. Вуннăмĕшĕнче вĕренекенсем генетика тата селекци ĕçĕ çинче чарăнса тăчĕç. Выльăх-чĕрлĕхĕн çĕнĕ ăрачĕсемпе тата ÿсен-тăранăн паха сорчĕсемпе паллаштарчĕç.

Агроном профессийĕ çинчен Евгений Сейфуллин тĕплĕн каласа пачĕ. Вăл хуçалăх çитĕнĕвĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Аграри сферинче ĕçлесе пурăнма май пуррине çирĕплетрĕ.

7а тата 11 классенче пĕлÿ пухакансем пĕрлехи вăйпа ял хуçалăхĕнче усă курăнакан физика саккунĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем те аграрипе таччăн çыхăннă иккен.

Çакнашкал мероприяти ачасене çÿлерех асăннă профессисене тĕплĕнрех пĕлме, малашлăха вĕсемпе çыхăнтарма май пулнине çирĕплетрĕ. Çитĕнекен ăрăвăн çак отрасль патне интерес пурах. Вĕсем тăван çĕршыв аталанăвне хăйсен тÿпине хывма пултараççех.

Ачасене ытти профессисемпе паллаштаракан тĕл пулусем те кĕтеççĕ. Кашни ĕç лайăх. Кăмăла каяканнине суйласа илме çеç пĕлмелле.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика