Сывлăх кашни çыннăн пурнăçĕнче чи кирли. Унăн çирĕплĕхĕ мĕнле сăлтавсенчен килет-ха? Пĕрремĕшĕ, çын сывлăхĕ çирĕп пулассин 20 проценчĕ генетикăпа, ăрулăх паллисемпе çыхăннă. Урăхла каласан, сывă ашшĕ-амăшĕнчен сывă ача çуралать. Кунта çакна каласа хăвармалла: сывă ача çуратма пĕчĕкренех хатĕрленмелле. Çĕнĕ чуна парнелеме шухăш тытсан сиенлĕ йăла-йĕркерен пăрăнмалла, эрех-сăраран, наркăмăшлă ытти япаларан аякра тăмалла.
Ача çуратмалли лайăх вăхăт 20-30 çулсенчи ÿсĕм шутланать Каярахпа генетика тĕлĕшĕнчен улшăнусем пуçланаççĕ, пепкене аталанма та, çуратма та йывăрланса пырать.
Иккĕмĕш сăлтав — экологи, çут çанталăк условийĕсем. Кунта сывлăш, шыв, апат-çимĕç, ĕçри сиенлĕхсем тата ытти те кĕреççĕ. Сăмахран автомашинăран тухакан тата пирус тĕтĕмĕсенче бенэпирен пур. Вăл рак патне илсе пыракан наркăмăшлă япала. Çакăнтан паллă ĕнтĕ: пирус туртни е туртакан çынпа пурăнни сывлăха хавшатать.
Уйрăмах виççĕмĕш сăлтав витĕмлĕ — пурнăç йĕрки. Кашни çын хăйĕн пурнăçне лайăхлатма е япăхлатма пултарать. Сывă пурнăç йĕркине çаксем кĕнине палăртса хăварасах килет: экологи тĕлĕшĕнчен паха апат-çимĕç çини, физкультурăпа тата спортпа туслă пулни, психика енчен çирĕп тăни, стрессене йĕркеллĕ ирттерсе яни, вăхăтра тата лайăх çывăрни.
Апатлану пирки те каласах килет. Тĕрĕс апатланни — сывлăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Виçерен ытлашши çиме юрамасть. Тĕслĕхрен, белоклă çимĕçе (аш-какай, пулă, çăмарта, тăпăрчă) нумай çисен кĕлеткере йÿçĕк пухăнса пырать, сыпăсене, пÿрене тивет, подагра, чул чирĕ патне илсе çитерет. Углеводсем (крахмал, сахăр пур çимĕçсем) самăртаççĕ. Çакă вара чылай чир (ишеми, стенокарди, инфаркт, инсульт, диабет тата ытти) аталанас хăрушлăха ÿстерет. Çавăн пекех çурма фабрикатсем, кăлпасси, газлă шĕвексем, тăварлă апат-çимĕç (чипс, фастфуд), тĕрлĕ консервант тултарнă çимĕçсем сиенлĕ.
о Сывă çын тĕрĕс-тĕкел пурăнма пултарать, обществăна та усă парать. Çавăнпа сывлăх уйрăм çыннăн пуянлăхĕ кăна мар, патшалăх пурлăхĕ пулса тăрать. Хăйĕн сывлăхĕ çине алă сулакан çын — хăйшĕн хăй тăшман. Ун пекки пурнăçра тĕллевне çухатать.
Нумай чир пуçланасси шурă çăнăхпа çыхăннă. Крахмал, клетчатка çын кĕлеткинче тулса ларать, лăймака пухăнса пырать, çурăм шăмми, сыпăсем хытаççĕ, тĕрлĕ чир аптратма тытăнать. Çавăнпа тулăран хатĕрленĕ çимĕç çисен е ытти тырăран (урпа, хуратул, пăри, кукуруза) авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр çини питĕ усăллă. Çак шухăша уйрăм çынсем те, çăкăр пĕçерессипе çыхăннă предпринимательсем те шута илсен халăх сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе тухăçлă пулмалла.
Пирĕн сывлăх, хамăр хыççăн сывă ăру хăварасси хамăрăн алăра. Сывлăх пулсан пурнăç та ăнать, савăнăç та пулать, телейлĕ те эпир.
Надежда СУГУТСКАЯ, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри гинеколог тухтăр
Август 2026 |
