Чăваш, вырăс е тутар — эпир пурте пĕр тымар

Категория: Публикации Опубликовано: 19.09.2025, 12:02 Просмотров: 174

Патăрьел муниципалитет округĕнчи 56 яла 19 территори пайĕ пĕрлештерсе тăрать. Нумай нациллĕ округ пулăхлă çĕрпе, аслă вăрманпа, туслă ĕçчен халăхпа пуян. Юхмапа Пăла тăрăхĕ паян Раççей Федерацийĕнчи халăх чĕлхисемпе — чăвашла, вырăсла, тутарла, ирçелле е ытти чĕлхепе — янăраса тăни — чăн-чăн савăнăç, хăпартлану!

Пирĕн тăрăхра ĕмĕрсем хушши тату пурăнакан православи тата мăсăльман тĕн çыннисем хушшинчи килĕшÿлĕх, пĕрлĕх чăн малтанах тăнăçлăха упрама, тăван ен экономикине аталантарма, малашлăх çулĕпе шанчăклă утма пулăшать. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тĕн пĕрлĕхĕсен, тĕрлĕ халăхăн культурипе йăли-йĕркине, чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе тимлекен Канаш та пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Округра эпир çак тĕллеве çултан-çулах пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Администраци çумĕнчи наци, конфесси ыйтăвĕсемпе тимлекен Канаш (председателĕ администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова) ку тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçласа пырать. Сăмахран, «Шкул ачисем валли культура» текен программăпа кирек мĕнле мероприятие те хамăр шкулсенчи чăваш, вырăс, тутар, ирçе тата ытти наци ачисене те явăçтаратпăр. Концертсемпе ытти форумсенче чăваш ачисем тутар тумне тăхăнса ташласси е юрласси, тутар пикисемпе каччисем чăвашсен тумĕпе сцена çине тухасси те ырă йăлара.

Халăхсен чĕлхине атлантарас тĕллевпе йĕркелекен «Геннадий Айхи» тата «Кави Латыпов» ячĕсемпе йĕркелекен вулавсенче вара чăн-чăнах округ интернационалла пысăк çемье пулни сисĕнет. Çак вулавсенче чăвашсем тутар поэчĕн, тутарсем чăваш поэчĕн сăввисене пăхмасăр шăрантарнине итленĕçемĕн итлесе киленес килет.

Чăваш чĕлхи кунĕсенче те мероприятисем кăсăклă иртеççĕ. Шкулсенче вĕренекен тĕрлĕ наци ачисем уява хастар хутшăнаççĕ, тăван чĕлхепе юрăсем шăрантараççĕ, чăваш кĕввипе ура хуçса ташлаççĕ, калаçаççĕ...

Патăрьел муниципалитет округĕнче 1951 çултанпа ирттерекен Акатуй-Сабантуй, шкулсенче йăлана кĕнĕ чăваш тата тутар чĕлхисен кунĕсем, православи тата мăсăльмансен тĕн уявĕсем тата ытти те хамăр тăрăхра пурăнакан туслă халăха пĕрле пулма май параççĕ. Пĕрлĕхре, туслăхра вара вăй çеç мар, хамăрăн культурăпа йăла-йĕркене ламран-лама куçарса пыма та май паракан хăват та пур.

Наталия НИКИТИНА, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм, информаци тивĕçтерĕвĕн начальникĕ

Раççей Федерацийĕн Правительстви 2025 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче çĕршывăмăрти тĕп халăхсен чĕлхисене упрас, аталантарас тĕллевпе йышăннă Постановленийĕ те пире вырăнсенче тĕрлĕ наци çыннисен ламран-лама куçса пыракан йăли-йĕркипе культурине çеç мар, чĕлхине те упрама, ăна çĕнĕ вăй пама хистет.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика