Социаллă проектсем пурте халăх пурнăçĕпе çыхăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 19.09.2025, 11:59 Просмотров: 148

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те йăлана кĕнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Информаци кунне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, округ администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, территори пайĕсен начальникĕсем, округри организаци-предприяти ертÿçисем хутшăнчĕç.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту: Чăваш Республикин 2025 çулхи социаллă проекчĕсем:унăн малтанхи итогĕсем тата малашнехи аталану çул-йĕрĕ.

Чăваш Енри янкăр та çутă çулла Патăрьелсемшĕн те асра юлчĕ

Чăваш Республикн Пуçлăхĕн июнĕн 1-мĕшĕнчен старт илнĕ социаллă проекчĕсенчен пĕри — «Чăваш Енри янкăр çу» («Яркое лето Чувашии») Патăрьел муниципалитет округĕнче те хастар иртсе пычĕ. Унăн итогĕпе муниципалитет округĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пай начальникĕ Наталия Никитина паллаштарчĕ. Проект программипе килĕшÿллĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуллахи вăхăтра 59 культура мероприятине ирттернĕ. Вĕсене 14 пин ытла çын хутшăннă. Халăх пĕрле савăннă, анлă йĕркеленĕ уявсенчен пĕрисем — Акатуй-Сабантуй, Раççей çамрăкĕсен кунĕ, ял уявĕсем, Патăрьел артисчĕсем автоклубпа вырăна тухса йĕркеленĕ концертсем тата ыттисем те кĕреççĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çак проект «Чăваш Енре çутă» («Ярко в Чувашии») ятпа малалла та ĕçлет. Çавна май округ ĕçченĕсем валли кульурăллă канусем татах та пулĕç.

«Сывлăх патне — утăм» — пуриншĕн те ырă пулăм

Чăваш Енре ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыракан тепĕр проект — «Сывлăх патне — утăм». Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпех июнĕн 24-мĕшĕнче пирĕн округра та çак çĕнĕ проект пурнăçа кĕме пикенчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — халăха вырăнта хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме май туса парасси, медицина пулăшăвĕпе, врач канашĕпе туллин тивĕçтересси, çавăн пекех тупăннă çĕнĕ чирсене вăхăтра тата туллин сиплесси. Патăрьелĕнчи тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ Фирия Хафизова информаци кунĕнче пĕлтернĕ тăрăх, социаллă проект пурнăçа кĕме пуçланăранпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче «Сывлăх пункчĕ» 15 территори пайне тухса халăха тулли медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Мĕн пурĕ 2600 ытла çыннăн сывлăхне ятарлă специалистсем тĕрĕсленĕ, 170 çыннăн чирне тупса палăрнă, 600 ытла çынна тепĕр хут тĕрĕсленсе диагноз лартма направлени панă. Вырăнсенче çак проекта халăх хапăлласа йышăннă. «Сывлăх пунктчĕсенче» 100 ытла медицина работникĕ, 16 тухтăр, 30 кĕçĕн медицина сотрудникĕ, 60 волонтер пĕр тĕллевпе — вырăнти çынсен сывлăх ыйтăвне тивĕçтерессипе ĕçленĕ.

«Пулăшу десанчĕ» кашни ыйтупа тимлĕн ĕçлет

ЧР Ĕçлев министерсивин Патăрьелĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр директорĕ Николай Ялуков округра «Мирлĕ пурнăç патне – утăм» социаллă проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пыракан ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн пирĕн округра августăн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕрлĕрен министерствисемпе ведомствисен эксперчĕсем СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисене комплекслă пулăшас тĕллевпе хăйсен тĕрлĕрен ыйтăвĕпе йышăнчĕç. «Пулăшу десанчĕ» 33 гражданинăн (вăл шутра икĕ СВО участникĕ) 55 ыйтăвне шута илнĕ, вĕсене пурне те тивĕçлипе татса панă. Малашне те çак ыйту пысăк тимлĕхре пулнине пĕлтерчĕ Николай Геннадьевич.

«Ниме — халăх бюджечĕ» — ялсене хăтлăлатмалли ырă меслет

Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче халăх пуçарăвĕн ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртессипе лидерсен шутĕнче. Чăваш Республикин пуçарăвĕпе пурнăçланса пыракан «Ниме — халăх бюджечĕ» проектпа килĕшÿллĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи территори пайĕсенче те ял çыннисен пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе начар мар ĕçлесе пыраççĕ. Çапах та çакă лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн пай начальникĕ Фениль Алиуллов кăçалхи программăпа пурнăçланакан тата 2026 çул валли тăратнă проектсемпе паллаштарнă хыççăн, ку тĕлĕшпе уйрăмах территори пайĕсен пуçлăхĕсен пысăк хастарлăх кăтармаллине, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлемеллине çивĕчлетрĕç. «Условисем пуриншĕн те пĕрешкел, хастарлăхĕ вара кашнийĕн ăрасна. Ун пек пулмалла мар»,—палăртрĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Иртнĕ çул тăратнă пуçару проекчĕсем кăçал пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. 19 территори пайĕнчен 44 проектпа çавăн чухлĕ объект хута каймалла. Çакă, паллах, лайăх ĕç. Кăçал вара 2026 çулта ялсене «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа хăтлăлама 18 территори пайĕнчен 75 проект тăратнă. Шел пулин те Çĕнĕ Ахпÿрт территори пайĕ пĕр проект пирки те халăхпа сÿтсе явман! Территори пайĕнчи виçĕ ялта та çитес çул кичем шăплăх çеç хуçаланĕ...

Халăха пĕлме: сентябрĕн 12-26-мĕшĕсенче патшалăх порталĕ урлă хăвăр тăратнă проектсемшĕн сасăласси пырать. Онлайн-сасăласа балсем пуçтарасси питĕ пĕлтерĕшлĕ! Çакă проекта пурнăçа кĕртме пулăшать. 20 процентран пĕчĕкрех сасă пуçтарсан 40 балл, 20 — 30 процент пулсан 60 балл, 30 процентран та ытларах пулсан 80 балл тесе шутланать.

— Юлашки çулсенче Чăваш Республики çеç мар, Патăрьел муниципалитет округĕн аталанăвĕ те куç умĕнче. Тĕрлĕрен социаллă проектсем, программăсем пурнăçа кĕни пурте халăх ырлăхĕшĕн тунă пуçарусем. Вĕсене вара пĕрлехи вăйпа çеç татса пама пулать,—çапла пĕтĕмлетрĕ ведомство министрĕ Эмир Бедертдинов хăйĕн сăмахне.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика