Суйлав кăмăллă, йĕркеллĕ иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.09.2025, 11:55 Просмотров: 224

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

— Суйлав участокне килсе е дистанцилле майпа Республика Пуçлăхĕн суйлавне хутшăннă, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртнă çынсене чун-чĕререн тав тăватăп. Сирĕн пысăк хастарлăх республика пуласлăхĕшĕн пăшăрханнине, гражданла яваплăха çирĕплетсе парать. Маншăн кашни сасă, кашни позици пĕлтерĕшлĕ.

Суйлав конкурентлă, тĕрĕс, уççăн иртни пирĕн региона малашне те шанчăклă аталанма май парать. Çакă пирĕн пĕрлехи çĕнтерÿ, Чăваш Енĕн аталану никĕсĕ.

Пĕрле эпир малашне те Чăваш Енре пурăнакансем валли вăйлă, ку чухнехи тата хăтлă пурнăç тăвăпăр.

Сентябрĕн 12 — 14-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ иртрĕ. Маларах «Авангард» хаçатра Республика Пуçлăхĕн кандидачĕсемпе, вĕсен программисемпе кĕскен паллаштарнăччĕ. 2025 çулхи суйлав «марафонне» пиллĕкĕн хутшăнчĕç: Владимир Ильин, Максим Морозов, Олег Николаев, Владимир Савинов тата Константин Степанов.

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх хăйне хăй тăратнă кандидатшăн — Олег Николаевшăн — суйлавçăсен 67,06 проценчĕ сасăланă.

Иккĕмĕш вырăнта — Константин Степанов (ЛДПР). Вăл 14,23 процент пухнă. Виççĕмĕш вырăна Максим Морозов («Çĕнĕ çынсем») йышăннă. Уншăн суйлавçăсен 8,37 проценчĕ сасăланă. Тăваттăмĕш вырăнта — Владимир Ильин (Пенсионерсен партийĕ). Уншăн 5,56 процент сасăланă. Юлашки вырăна Владимир Савинов («Симĕссисем») 3,15 процент сасă пухса йышăннă.

х х х

Патăрьел муниципалитет округĕнче те сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче 32 суйлав участокĕ 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлерĕ. Суйлав кăмăллă, йĕркеллĕ иртрĕ.

Суйлава хутшăннисенчен Олег Николаевшăн суйлав участокĕсенче 17 818 çын (97,88 процент), электронлă майпа 5609 çын сасăланă (78 процент), Константин Степановшăн суйлав участокĕсенче 104 çын (0,57 процент), электронлă майпа 0,11 процент сасăланă, Владимир Ильиншăн 105 çын (0,58 процент) суйлав участокĕсенче, электронлă майпа 168 çын (0,02 процент) сасăланă, Максим Морозовшăн суйлав участокĕнче 75 çын (0,41 процент), электронлă майпа 441 çын сасăланă (0,06 процент), Владимир Савиновшăн 41 çын суйлав участокĕсенче (0,23 процент),139 çын (0,01 процент) электронлă майпа сасăланă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи суйлав участокĕсенче виçĕ кунĕнче те суйлав уççăн, лăпкă лару-тăрура, кăмăллă иртрĕ. Кашни участокрах сăнавçăсем, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем ĕçлерĕç, Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра Общество сăнавçисен штабĕ те суйлав уççăнлăхне, йĕркене пăхăннине сăнасах тăчĕ.

Суйлав участокĕсенче чăнах та кăмăл-туйăма хăпартмалли лару-тăру пулчĕ. Çынсем хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçласа сасăлава хутшăнакан кунсем чăн-чăн уяв пекех иртрĕç. Аслă ăру хастарĕсем суйлава наци тумĕпе чылайăн пыни, участоксенче юрă-кĕвĕ янăрани, куравсем ĕçлени тата ытти те кăмăл-туйăма çĕклентерчĕ. Суйлава нумай ачаллă çемьесем республика малашлăхĕшĕн хăйсен сассине пама килни, кĕске отпускри СВО участникĕсен хастарлăхĕ, вăрçă, ĕç ветеранĕсем, нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем, пĕрремĕш хут сасăлава хутшăнакансем, çамрăксем тата ыттисем те суйлава яваплăхпа хутшăнни суйлав участокĕсене чĕрĕлĕх кĕртрĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика