Тыл хастарлăхĕ çĕнтерĕве çывхартма пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.09.2025, 11:52 Просмотров: 144

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнче пурăнакансем кашни ялтанах Украинăи ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ: пĕрисем апат- çимĕç, теприсем ăшă тумтир, çар пурнăçĕнче кирлĕ япаласем тата ыттине те волонтерсенчен парса яраççĕ. Пысăк хастарлăх кăтартса фронтри салтаксене тăтăшах алă тăсса паракан çемьесем, уйрăм çынсем те сахал мар. Вĕсем те чăн-чăн паттăрсемпе юнашарах тесшĕн. Акă, çак кунсенче çеç Козловка-Пăлакассинчи Владимир Александрович Осипов салтаксене çар пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ таварсене туянма 50 пин тенкĕ панă. Ырă тĕслĕх, паллах, пархатарлă та, сумлă та. Эпир сĕнекен кирек мĕнле пулăшу та паян фронтри ачасемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика