Раççейри Наци кросĕ — пуриншĕн те сывлăх «тусĕ»

Категория: Публикации Опубликовано: 19.09.2025, 11:51 Просмотров: 200

АЧАСЕМ те, аслисем те килĕштерекен кĕркуннехи массăллă ăмăртусенчен пĕри — йăлана кĕнĕ «Наци кросĕ». Кăçал ăна сентябрĕн 20-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

Çак кунхине Патăрьелĕнчи «Паттăр» стадионта та чăн-чăн спорт уявĕ пулмалла. Ăмăрту 11 сехетре пуçланать. Яланхи пекех чăн малтан старта муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе юнашарах округ депутачĕсем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, организаци-предприяти ертÿçисем тăрĕç. Программăпа килĕшÿллĕн вĕрентÿ сферинче, сывлăх сыхлавĕнче, культурăра тăрăшакан спортсменсем те стадион йĕри -тавра — 400 метра — чупса ăмăртĕç. Хĕрарăмсемпе арçынсен, кĕмĕл волонтерсем хушшинчи чупăвне пăхма та кăмăллă пулĕ. Аслă çулхи спортсменсем яланах пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.

Паллах, наци кросне илем кÿрекенсем — ачасем. Вĕсем пĕрремĕш класран пуçласа 11 класс таранах тĕрлĕ ушкăнпа кроса хутшăнĕç .Вăйлă та, чипер те, ăслă та пулас тесен — чупмалла! Спорт ырă малашлăха хывакан анлă çул!

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика