Гаймелетдин абыя асра тытса, сума суса

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 11:29 Просмотров: 281

Муниципалитет округĕн «Хĕвеллĕ» уçланкинче Гаймелетдин Ахтямова асра тытса юртă лашасен ăмăртăвĕ иртнĕ. Гаймелетдин Садрединович хăйĕн пурнăçне вăрман хуçалăхне халалланă. Пушă вăхăтри чун киленĕçне ипподромра тупнă, юртă лашасемпе интересленнĕ. «Акатуй-Сабантуйра» икĕ хутчен ку енĕпе сумлă ăмăртура триумфатор пулнă. Юртă лашасен чупăвне килĕштерекенсем ăна асра тытаççĕ. Çакна ку хутĕнче йĕркеленĕ ăмăрту та çирĕплетнĕ.

Старта 15 рысак тăнă. Сăнавлă чупу хыççăн унта хутшăнакансем кăтартăвĕсене кура 3 ушкăна уйрăлнă. Вĕсем ылтăн, пăхăр, кĕмĕл кубоксемшĕн тупăшнă.

Малтан пăхăр кубока тивĕçессишĕн чупнă. Кунта Шупашкар муниципалитет округĕнчи Александр Кульварский Гроссмейстер лашипе çĕнтерÿçĕ пулнă.

Кĕмĕл кубокшăн кĕрешÿ çивĕч иртнĕ. Унта Шăнкăртамри Алмаз Купкенов тытса пыракан Скид Марк ВП мала тухнă. Унăн тимлĕхĕ, тактикăна тĕрĕс тытса пыни конкурентсенчен иртме май парса финиш йĕрне пĕрремĕш касса куракансене савăнтарнă.

Ылтăн кубокшăн вара пĕрремĕш-пиллĕкмĕш чупусенче мала тухнисем тепĕр хут старта тăнă. Юртă лашасене тытса пыракансем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Тупăшу çивĕч пынă. Кубок шăпи дистанцин юлашки метрĕсенче çеç татăлнă.

Çĕнтерÿçĕ — Кивĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ Николай Пыркин ăста маçтăр тытса пыракан Флюид. Вăл тĕп парнене — тиха — выляса илнĕ. Ун хыçĕнчен Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Сергей Саблинăн Ворчунĕ финиша кĕнĕ. Минсур Тухветуллов Лексуспа — виççĕмĕш вырăнта.

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика