Ишлĕ территори пайĕнче пурăнакансем çулсеренех тăван яла тирпей-илем кĕртес, хăтлăлатас тĕллевпе пĕр шухăшлă пулса «Ниме — халăх бюджечĕ» республика программине кĕме пуçарупа тухаççĕ. Пархатарлă шухăша ял халăхĕпе пĕр çын пек ырласа йышăнни вара ĕçе малалла кал-кал пурнăçлама май парать. Акă, кăçал эпир Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе умлă-хыçлă виçĕ проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Пăлапуç Пашьелĕнче яла пырса кĕнĕ çĕре стелла вырнаçтартăмăр. Паян ял хапхи кашни килен-каян кăмăлне уçать. Унсăр пуçне Ишлĕре ăшă гараж хута ятăмăр тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсен ячĕпе палăк туса лартрăмăр.
2026 çулта та программăпа тухăçлă ĕлеме шутлатпăр. Халăх пуçарăвĕпе Пăлапуç Нурăсĕнче паллă миравай судьяна Петр Юркина хисеплесе тата асра тытса палăк лартасшăн. Люляра палăк патне каçакан кĕпере тума шутлатпăр, Ишлĕре «Теперай» çăл таврашне тата ял клубĕн территорине хăтлăх кĕртесшĕн. Хальхи вăхăтра шăпах патшалăх порталĕ урлă асăннă проектсемшĕн сасăласси пырать.
«Пĕрлехи вăйпа пурăнма май пур хăтлăхпа» Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
Март 2026 |
