Йĕркене пăсакансене — штраф

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 10:51 Просмотров: 258

Тăван тавралăх, пурăнакан вырăн тирпейлĕ те таса пуласси хамăртан нумай килет. Шел пулин те, чылай чухне эпир çакăн пирки шухăшламастпăр. Кил-çуртран, пахчаран тухакан ăпăр-тапăра çÿп-çап контейнерĕсене тултаратпăр. Час-часах дивансем, креслосем, строительство ĕçĕсем хыççăн юлнă япаласене кăлара-кăлара хуратпăр. Çуркуннепе кĕркунне вара ятарлă ещчĕксем йывăçсен турачĕсемпе, вуллисемпе, çум курăкпа, хăяр-помидор авăрĕсемпе, купăста тунисемпе, çĕрнĕ е шăтса кайнă çĕр улмисемпе, сухансемпе тата ыттипе те «пуян». Çуртран тасалнă — çакă паха, тетпĕр-ши? Малашне вара йĕркене пăсакансене явап тыттараççĕ.

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă хытă каяшсем пухакан контейнерсене тата вĕсем тăракан лапамсене йывăçсем, ÿсен-тăран хума юрамасть.

«Ку йĕрке коммуналлă хытă каяшсемпе усă куракансене пурне те пырса тивет. Субботниксем тунă тата йывăç-тĕмсене каснă чухне организаторсен çÿп-çапа хăйсен ятарлă вырăна кайса леçмелле е тивĕçлĕ документ пур организаципе килĕшÿ туса ăсатмалла», — тесе ăнлантараççĕ республикăри экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствинче тăрăшакансем.

Йĕркене пăхăнман уйрăм çынсене — 3000, юридика сăпачĕллисене 60 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ!

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика