Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 1054 ача вĕренет. Вĕрентекенсен йышĕ те пĕчĕк мар. Тин çеç ĕçе пуçăнакан учительсем аслисенчен ăсталăха вĕренсе пыраççĕ. Наставник юхăмĕ пысăк. Çакна педагогикăна «кÿлĕнекенсем» те çирĕплетеççĕ.
90 çулта вăтам шкул 5 пин ытла выпусника пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăл шутра тĕрлĕ отрасльте 7 наука докторĕ, 23 наци кандидачĕ ĕçлет
Светлана Портнова кунта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Шкулта «Ăнăçлă учитель — ăнăçлă вĕренекен», «Шкул ачасене хăй тĕллĕн аталанмалли центр», «Гражданла-патриотла воспитани», «Пултаруллă ачасем» проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.
Çитĕнекен ăрăва хушма пĕлÿ парассипе те сахал мар ĕçлеççĕ. «Точка роста», «Малашлăха билет», «Пĕлÿ», «Проектория» проектсем ĕçлеççĕ.
Ташлакансен, юрлакансен, театр, ÿкерекен шкул проекчĕсем ачасене тĕрлĕ сферăра хăйсене тупма пулăшаççĕ.
Шкулта «4», «5» паллăсемпе вĕреннĕ Светлана Портнова малтанласа физкультура предмечĕпе олимпиадăсене хутшăннă. Каярахпа ăна гуманитари наукисем килĕшме пуçланă. Истори, обществознани, вырăс чĕлхипе литератури çăмăллăн парăннă.
Шкул администрацийĕ те унăн ĕмĕтне ырланă. Аслă классенче вĕреннĕ чухне кĕçĕннисем патĕнче уроксене кĕртнĕ, класс сехечĕсем ирттертернĕ. Самоуправлени кунĕсене савăнсах кĕтнĕ.
Халĕ Светлана Васильевна тă-
ваттăмĕш çул хăй тĕллĕн педагог пулса уроксем ирттерет. Ольга Елкина — унăн наставници. Пĕрлех çамрăк И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче «Ку чухнехи филологи пĕлĕвĕ» специальноçпа магистратурăра иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет. Малтанхине вăл хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.
Класс ертÿçи те вăл. 6в-ра 24 ача. Ушкăнпа çул çÿревсене тухаççĕ, мероприятисем йĕркелеççĕ. Класс сехечĕсенче чуна уçса калаçаççĕ.
Майне кура конкурссене те хутшăнма тăрăшать Светлана Васильевна. Командăпа вĕсем Ульяновскинче пулнă. Çамрăк педагогсен конкурсне явăçнă. Унта Урал тата Мари Эл представителĕсем те пулнă.
«Вырăс чĕлхипе литературин ку чухнехи урокĕсем» методика фестивалĕнче призер пулнă Светлана Портнова. Çавăн пекех «ЮИД — пирĕн шанăç» видеороликсен республика конкурсĕнче те призерах.
Август 2026 |
