Ĕмĕр иртет, кун юлать...

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 10:39 Просмотров: 175

Муниципалитет округĕнчи «Авангард» хаçата малтан алла илет Треньелĕнче пурăнакан Федор Муськин. Вырăнти хыпарсемпе, саламсемпе паллашнă хыççăн пĕр вăхăт шухăша кайса ларать. Юбилей çулĕпе утакансем те пур пĕлекенсем хушшинче. Пурнăçран уйрăлакансем те сахал мар. Вăхăт сисĕнмесĕр шăвать çав.

Пурнăçĕ йĕрсĕр иртмен Муськинсен. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те вĕсем çак ялтах çуралса ÿснĕ. Улăх-çаранра юлташĕсемпе вылянă. Çул çитсен шкула кайнă. Аслă классене вара Патăрьелне çÿренĕ. Мĕнле те пулсан ытларах пĕлÿ илес ĕмĕтпе Лидия Семеновна Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче зоотехника вĕреннĕ. Дипломлă специалист яла таврăннă. Ун чухнехи «Путь Ленина» колхоза ĕçе вырнаçнă. Çанна тавăрса вăй хума тивнĕ çамрăк специалистăн. Вите тулли выльăх. Вĕсене сывă та тĕреклĕ усрамасан продукци илессине ÿстерейместĕн. Хĕл валли паха апат хатĕрлеттермелле. Кашни ÿсĕмĕ валли рационне уйрăм тумалла. Çамрăкрах пăрусене витамин ытларах кирлĕ. Тăвар, шуртăм пама та манмалла мар.

1974 çулта çемье çавăрнă Муськинсем. Ку вăхăта Федор Николаевич та ĕçе кÿлĕннĕ ĕнтĕ. Çĕршыв умĕнчи Конституци тивĕçне пурнăçланă хыççăн, салтака кайичченех плугарь пулса ĕçленĕскер, малалла комбайнер пулăшуçинче тăрăшнă. Тинĕс евĕр сарăлса ÿсекен ыраш, тулă, урпа пуссисене пухса çапма кĕнĕ чухне хăйне паттăр пекех туйнă.

Çемье пурнăçĕ вара улшăнусем кĕртнĕ. Йыш хушăнсассăн Лидия Семеновнăна ферма заведующине лартнă. Федор Николаевич инженер-механик тивĕçĕсене пурнăçланă.

Муськинсем 2 хĕрпе 3 ывăл çуратса ÿстернĕ. «Халь ырлăхра пурăнатпăр,— тет мăшăр. — 4-5 теçетке çул каялла ялта ача сачĕ те пулман. Ĕçе çÿремеллех. Ачасене хăйсене çеç киле хăварнă. Пĕр хуран яшка пĕçернĕ. Кассипе çакăнта пухăнатчĕç, ушкăнпа апатланатчĕç. Паянхи кун та çавна кăмăлтан аса илеççĕ».

Ĕç кĕнекинче нумай йĕрке çырăнман Лидия Семеновнăн. Комплексла бригада бригадирĕнче, Треньелĕнчи кирпĕч заводĕнче экономист-бухгалтерта ĕçленисем паллă. Пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿремен. Кайран тивĕçлĕ канăва тухнă.

Федор Николаевич та çавах. Ĕçлĕ пурнăçне тăршшĕпех техникăна «чун» кĕртессипе çыхăнтарнă. «Путь Ленина» колхозăн, каярахпа «Батыревский» совхозăн иккĕмĕш уйрăмĕнче механик тивĕçĕсене пурнăçланă.

Ывăлĕсем пурте хулара тĕп-леннĕ вĕсен. Унта хăтлă хваттерсенче пурăнаççĕ. Надя Алманчă ялне качча тухнă. Светлана ашшĕ-амăшĕнчен аякра мар, тăван ялта.

Аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне мăнукĕсем пĕри те тунсăхлаттарсах тăмаççĕ. Хуларисем çуллахи каникул вăхăтĕнче яла кăмăллаççĕ.

Иртнĕ çул Муськинсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă тунă. Ялта хисепĕ мăшăр вĕсем. Пурнăçа тытса пыма килĕшĕвĕ пуртан, пĕр-пĕрне ăнланса, йывăрлăхсене çĕнтерсе, савăнăçа пайласа пурăнаççĕ.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика