Çирĕп çемье — шанчăклă пуласлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 10:38 Просмотров: 156

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 50, 55, 60 е тата ытларах çул килĕштерсе пурăнакан мăшăр сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Патăрьелĕнче пурăнакан Мазяковсем. Ирина Аркадиевнăпа Валерий Васильевич (сăн ÿкерчĕкре) çемье чăмăртанă хыççăн мăшăрпа пурнăç сукмакĕпе утма пикенни кăçалхи çулла çур ĕмĕр çитнĕ.

— Эпĕ кашни кунах Турра мана лайăх мăшăр тĕлне пултарнăшăн тав тăватăп. Валерий Васильевичпа ирттернĕ кашни кун маншăн савăнăç, телей, хавхалану,— çапла хак пачĕ кил хуçи хĕрарăмĕ аллă çул пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса пурăнакан мăшăрĕ пирки.

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа пикипе Пăлакасси каччине шăпа çав тери интереслĕ паллаштарнă. Ирина хăйĕн чун варлине хĕр чухнех, Шупашкарта общежтинче пурăннă чухне тĕлĕкре курнă. Кăшарни каçхине хĕр юлташсемпе калаçса татăлса пуç айне хурса вырнă сăнчăрланă «çăра» асамлă пулса ăна шăпах Валерăн сăнарне илсе килсе кăтартнă: йăм хура та кăтрарах çÿçлĕ, хитре уссиллĕ, çÿллĕшĕпе пысăках мар каччă... Тĕлĕкри сăнара чиперкке агрегат заводне ĕçе кĕрсен пĕрре курсах палласа илнĕ! Шăпа е Турă çырнă текенни çакăнтан пуçланнă та вĕсен. Каччă та шухăша унталла-кунталла вĕçтермен, çулталăк туслă çÿренĕ хыççăн ăна тÿрех мăшăр пулма сĕннĕ...

Йăла-йĕркепе туй кĕрлеттернĕ хыççăн вĕсем хулара нумай пурăнман, яла килнĕ. Валерий Васильевич Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе пĕтернĕ специалист тĕп инженерта, энергетикра та тăрăшнă. Нумай çул коммуналлă хуçалăхра ĕçлесе ят-хисеп çĕнсе илнĕ. Ирина Аркадиевна та повар специальноçне илнипе çеç çырлахса ларман, каярахпа Улатăрти техникумра пĕлĕвне малалла тăсса бухгалтер специальноçне вĕренсе сельхозхиминче тата ытти организацинче те тивĕçлĕ канăва тухичченех тÿрĕ чунпа тăрăшнă.

Çемье çирĕплĕхĕ таса юратуран, мăшăр пĕр-пĕрне хисепленинчен, пĕр-пĕрне шаннинчен, пурнăçри йывăр самантсенче алă тăсса пулăшнинчен килет. Çак шухăшсене Мазяковсем иккĕшĕ те кăмăлтан çирĕплетеççĕ. Çуратса ÿстерсе аслă çул çине кăларнă Оксана хĕрĕн çемйине те хăйсем пекех ĕмĕр тăршшĕпе килĕшÿллĕ те юратуллă мăшăр пулма пил параççĕ.

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика