Шывĕ пулĕ куç пек тăрă, унăн çулĕ выртать вăрăм

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 10:35 Просмотров: 146

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев нумай пулмасть Шăмăршă муниципалитет округĕнче пулнă май Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски округĕсене таса та ĕçме юрăхлă шывпа тивĕçтерме май паракан управа та çитсе курнă. Унти ĕçсемпе паллашнă хыççăн хăйĕн телеграм каналĕнче çапла пĕлтернĕ:

«Çитес çулах Патăрьелĕн хĕвел тухăç пайĕнче пурăнакансем патне, 2027 çулта Шăнкăртама ĕçме юрăхлă таса шыв çитет — çакă йăлтах «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕн витĕмĕпе тăвакан ушкăнлă шыв юххине пула пурнăçланать.

Хальхи вăхăтра ялсем хушшипе 120 çухрăм ытла тăсăлакан пăрăхсене монтаж тăватпăр. Шăмăршăри шыв управĕнче шыва пухакан тата тасатакан комплекссене хута яма хатĕрлетпĕр. Кăçал комплекс ĕçне проект хăвачĕн 25 проценчĕ таран юсаса шыв пахалăхне техника нормисемпе тивĕçтерме палăртатпăр, 2026 çулта вара пахалăха санитари стандарчĕсем патне çитерсе туллин хута ямалла.

Пĕрлех магистраллĕ шыв çулне тăвасси те малалла пырать, çитес çул тепĕр комплекс ĕçлесе каймалла. Ку пысăк проекта Раççей Президенчĕ хăй ырланă. Чăваш Еншĕн халăха паха шывпа тивĕçтересси — пĕрремĕш тĕллевсенчен пĕри.

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

«Чăваш Ен-2030» программăпа килĕшÿллĕн эпир пысăк, анчах пурнăçлама пултаракан тĕллев лартатпăр: регионта пурăнакан 40 пин ытла çынна пахалăхлă шывпа тивĕçтермелле. Таса шыв — пирĕн ялсенче пурăнакансен сывлăхĕпе аталанăвĕн никĕсĕ, çак ресурса кашни çын патне çитерес тесе эпир пур вăйран тăрăшатпăр».

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика