Чарăну вырăнĕнчи сакка мĕншĕн илсе хунă-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 09:50 Просмотров: 231

ПАЯН Хирти Пикшикри «АИР» магазин çумĕнчи автобуссем чарăнакан остановкăна ăçта та пулин каяс тĕллевпе ватă çынсем е ача амăшĕсем тухсан ура çинче халран кайичченех тăма пултараççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен чарăну вырăнĕнчи ятарласа вырнаçтарнă сакка темĕнле сăлтавпа куç курмалла мар вырăна илсе хунă. Хаçат редакцине çак ыйтупа пăшăрханса шăнкăравлакан 80ри аксакала вара стена çумне таянса тăма çăмăл мар, паллах... Çак ыйтупах шăнкăравсем тата пулчĕç. Çавăнпа та çынсен чун ыратăвне илтекенсем пулĕç тесе шанатпăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика