Кăмпана кампа, ăçта каймаллине те пĕлмелле, хăрушсăрлăх пирки те шутламалла, унсăрăн...

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 09:48 Просмотров: 166

УНСĂРĂН чăнах та вăрманта аташса кайма та, инкек курма та пулать. Акă, иртнĕ эрнекун Патăрьелĕнче пурăнакан кăмпаçăсен ушкăнĕ (улттăн) вăрман пуянлăхĕпе киленме, кăмпа татма Люля вăрманне кайнă. Хăйсем çирĕплетнĕ тăрăх вĕсем çав вырăна пĕрремĕш кĕмен. Апла пулин те аслă вăрман кăмпаçăсене хăйĕн тыткăнне илнĕ, çакскерсем аташсах кайнă. Юрать-ха кун пирки МЧС, полици сотрудникĕсене систернĕ. Каç пуличчен ятарлă шырав ушкăнĕ вĕсене тупса вăрмантан илсе тухнă. Пурте хăйсене лайăх туйнă. Çакăн хыççăн ик-виçĕ кунтанах каллех çак вăрманта пĕр арçын çухалса кайнă. Инкеке тенĕ евĕр, пулăшу ыйтма телефонĕ те сÿнсех ларнă-мĕн. Юрать-ха, çакскер ирхине 5 сехет хыççăн хăйех вăрмантан тухма пултарнă.

Хисеплĕ кăмпаçăсем! Чун киленĕçĕ пăтăрмахпа ан вĕçлентĕр тесен вăрмана тулли зарядлă телефонпа каймалла. Пĕрлех шăрпăк е зажигалка, çĕçĕ, саппас шывпа апатланмалли те илмелле. Аякран курăнакан тумтир тăхăнмалла. Навигаторпа компас пулсан тата шанчăклăрах. Аташса кайсан çийĕнчех телефонпа 112 шăнкăравламалла.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика