Округри хастар вĕрентекенсене — Республика Пуçлăхĕн хавхалантарăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 09:46 Просмотров: 169

ÇАК кунсенче шкулсенче вĕрентÿ системинче тăрăшакан хастар педагогсене инновацие, творчествăна, ăс-хакăл пултарулăхне аталантарнăшăн, чăваш, тутар, ирçе чĕлхипе литературин тĕрлĕ шайри конкурсĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕшĕн (вĕсен йĕркелÿçисем Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем) Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2025 çулта та учительсене укçан хавхалантарнă.

Çак чыса Ыхра Çырминчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ Светлана Кулакова (100 пин тенкĕ), Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Никитина (50 пин тенкĕ), Пикшикри вăтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Рушания Камалетдинова (50 пин тенкĕ), Шăнкăртамри Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Сирине Камалетдинова (50 пин тенкĕ) тивĕçнĕ.

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика