Паттăр ячĕ чĕрере

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2025, 11:10 Просмотров: 304

Чăвашăн пур сĕм авалтан йăла:

Çĕн кайăк хушăнать те çемьере,

Тус-тăванне пухать — савăнмалла,

Пур телее пайласчĕ-çке пĕрле!

Ят хунă та пил панă ваттисем:

«И-и, хĕрĕм, çынна юрăхлă пулах.

Эс, ывлăм, çивĕч, паттăр çитĕнсем,

Салтакăн çĕршыва сыхламаллах!»

Тăван çĕршыв пуриншĕн те пĕрре.

Телей курса çеç пурăнччăр çынсем.

Эсрел хупласшăн акă хĕвеле —

Çĕкленчĕç хӳтĕлевçĕ паттăрсем.

Усал ăсра çук çынлăхăн палли,

У-у! кĕвĕçет, ы-ы! хапсăнать тăшман!

Чавать-и шăтăк? Чавтăр хăй валли!

Эпир чура пулмашкăн çуралман.

Çич ют кулли пулман асаттесем,

Атте тесен-и, пуç усман нихçан.

Юман пек çирĕп пирĕн арçынсем,

Çĕнтерӳпе таврăнăçех ыран.

Вĕри çĕлен туять: шалчи тулать.

Чакать те çав — сапать наркăмăшне.

Шеллевсĕр чун илли! Пур ял-хула

Юлать ун хыççăн ишĕлчĕк ăшне.

Хастаррăн çапăçаççĕ паттăрсем!

Тарать тăшман, айван хăй, чăтаймасть.

Пуçне хураççĕ пирĕн маттурсем...

Пĕр çухатусăр вăрçă пулаймасть.

Çук-çук! Вĕсем пĕрлех, кунтах, кашни

Салтакăн ырă ĕçĕ чĕрере.

Атте е мăшăр, ывăл е савни —

Упранĕ паттăр ячĕ ĕмĕрех.

Ирпе хĕвел тухать те çутăлать,

Хапха çинче пĕр çăлтăр — чи çутти.

Хисеп хăми. Герой кулса пăхать.

«Юратăр çĕршыва»,— тет ун тути.

Сĕм авалтан чăвашăн çак йăла:

Хуйхи килсе çапать те çемьере,

Пур тус-тăван, пур халăх çурмалла

Пайлать ăна сăмахсăрах пĕрле.

Ан пултăр вăрçă! 

Вăрçă — мур вĕт, шар.

Вутпа вылякана пулма та тивĕç мар!

Пур халăх пурнăçа пĕрле сыхлар!

Надежда ТИНЮКОВА (Акчурина)

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика