«Пехет» республика çыннисемшĕн рехет

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2025, 10:41 Просмотров: 187

Нумай пулмасть Шупашкарти «Каскадра» уçăлнă «Пехет» агромаркет пирки чылай çыраççĕ, калаççĕ. Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе хута кайнă агромаркет пирки чăнах та нумай ырă сăмах калама пулать. Эпир те хамăр çемьепе тăтăшах апат-çимĕç туянма çак агромаркета çӳретпĕр. Çынсем хăйсен вăйĕпе туса илнĕ пахча çимĕçе те, аш-какая та, улма-çырлана та кăмăлтан сĕнеççĕ. Эпир вара вĕсене суйласа туянатпăр. Суту-илӳ çав тери çав тери илĕртӳллĕ, кăмăллă.

Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ май, эпир ытларах ентешсен çимĕçĕсене туянма тăрăшатпăр. Кунта республикăри фермерсен, алă ăстисен таварĕсене суйласа илме май пулни те пире çав тери савăнтарать.

Агромаркетра çемьепе çӳреме те хăтлă, кăмăллă. Паянхи кун мĕн пурĕ 50 ытла тавар туса илекен хăйсен çимĕçне 76 суту-илӳ точкинче сĕнеççĕ. Кăмăла каякан çимĕçе, тавара суйласа илме те услови питĕ лайăх. Шанас килет, çак агромаркет малашне тата ытларах пахалăхлă çимĕçпе пуянланĕ.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика