Сывлăх сыхлавĕнчи ырă улшăнусем савăнтараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2025, 10:29 Просмотров: 317

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре 2020 çултанпа «Перекетлĕ поликлиника» проекта пурнăçлаççĕ.

Унпа килĕшӳллĕн республикăра чылай поликлиника çĕнелнĕ, пациентсене йышăнмалли услови лайăхланнă. Ку тĕлĕшпе пирĕн Патăрьелĕнчи тĕп больница та республикăра кăтартуллисен йышĕнче. Сиплев учрежденине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн кунта уçă регистратура, хăтлă фойепе регистратура пурин кăмăлне те кайнине сиплев учрежденине килекен кашни пациент çирĕплетме пултарать.

Тухтăрсен професси ăсталăхĕ ӳссе пынине те палăртмалла. Паян вĕсем республика больницисен опытлă, ятарлă пĕлӳ илнĕ тухтăрĕсемпе телемедицина мелĕпе вырăнтанах çыхăнса канашлаççĕ, пациента диагноз лартас е хăш сиплев курсне суйласа илес ыйтăва тĕрĕс татса параççĕ. Çапла майпа медицинăн ятарлă пулăшăвне вăхăта çухатмасăр кӳреççĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕнче çулсеренех ялсенче çĕнĕ ФАПсем, врач амбулаторийĕсем уçăлни те патшалăх çынсен сывлăхне çирĕплетес, ĕмĕрне вăрăмлатас тĕллеве пурнăçа кĕртсе пынине çирĕплетет.

Сывлăх сыхлавне 2030 çулччен аталантармалли стратегирен: «Республикăра пурăнакансен пурнăç тăршшĕне 78 çул таран вăрăмлатмалла»

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика