Çĕньялта пурăнакансемшĕн кăçалхи çулла паллă пулăмсемпе асра юлать. Кунта наци проекчĕпе килĕшӳллĕн фельдшерпа акушер пукнтне тĕпрен юсассине вĕçленĕ. Халĕ пациентсем çĕнетнĕ медицина учрежденийĕнче пулăшу илеççĕ.
Ку чухнехи сиплев пункчĕ 500 çынна пулăшупа тивĕçтерсе тăрать. Кунта пуçламăш медицина пулăшăвĕ, профилактика памалли мĕн пур услови пур. Телемедицина консультацийĕте илме пулать.
Людмила Мурзукова медицина ĕçченĕ 30 çул ытла сывлăх хуралĕнче. Сиплев учрежденине çĕнĕ сăн кĕртнĕшĕн вăл тем пекех хĕпĕртет.
Юсав вăхăтĕнче инфраструктура тĕппипех çĕнелнĕ,: çурт тăррине улăштарнă, тул енчен тата шалтан юсав тунă, çутă тата шыв системисене çĕнетнĕ, алăк тата чӳрече хашакĕсене ăшă, сас яман материалсемпе питĕрнĕ. Ватăсене тата сусăрсене кĕме меллĕ пултăр тесе пандус тунă, чĕнӳ кнопки вырнаçтарнă. Çĕнĕлĕхе пуçламăш звенора халăхсен сывлăхне çирĕплетес ĕçе лайăхлатас тĕллевпе пурнăçа кĕртнĕ.
Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Кивĕ Катекре çĕнĕ ФАП хута кайрĕ. Юлашки пилĕк çулта округра «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе çакнашкал 10 ФАП тунă.
ХАКЛАВ:
Роза Захарова: «Унч-чен Çĕньялти ФАП тĕссĕрччĕ, тĕксĕмччĕ. Халĕ çутă та илĕртӳллĕ, аякранах курăнать. Шалти ăшăлăх, хăтлăх, çынсене йышăнма кирлĕ услови пулни те савăнтарать.
Февраль 2026 |
