Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Сывлăх патне — утăм» проекта пуçарса янăранпа икĕ уйăх иртрĕ. Çак вăхăтра республикăра 50 пин ытла çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттернĕ, мобильлĕ ушкăнсем тĕрлĕ чирĕн 1035 тĕслĕхне тупса палăртнă. Вăл шутра: 695 тĕслĕх — юн пусăмĕ пысăкки, 116 — сахăр диабечĕ, 21 — усал шыçă чирĕ.
Тĕрĕслеве пынă 16 пин ытла çынна хушма тĕрĕслев тухма направлени панă.
Патăрьел муниципалитет округĕнче 2000 çын ытла сывлăхне тĕрĕслеттернĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе старт илнĕ «Сывлăх патне – утăм» проект ăнăçлă тата тухăçлă ĕçлесе пырать.
Иртнĕ эрнекун тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсен мобильлĕ ушкăнĕ пирĕн территори пайĕнче пулчĕ, халăхпа куçа-куçăн курнăçса сывлăх тĕлĕшпе пăшăрхантаракан ыйтусене татса пачĕ. Тутар Сăкăтсем хаваспах яла килнĕ специалистсемпе тĕл пулчĕç. Сывлăх хуралĕн ĕçченĕсен пысăк ушкăнĕ вырăна тухса халăхпа тĕл пулни уйрăмах ял çыннисемшĕн питĕ меллĕ. Çавăнпа та ял-йыш ырă та пархатарлă пуçарушăн чун-чĕререн тав турĕ.
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
