Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата РФ Цифра аталанăвĕн министерстви Чăваш Енĕн цифра трансформацийĕн 2030 çулчченхи стратегине ырланă.
Документпа Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ăна федераци ведомствинче пысăк хак панă — «цифрăпа çыхăннă мĕн пур пуçару Чăваш Енри пурнăçа тата ĕçе хăтлăрах тăвассине тĕпе хурать». Иртнĕ çулсенчи комплекслă программăпа Чăваш Енри цифрăпа çыхăннă 142 проекта тӳрре кăларнă — 2,8 миллиард тенкĕлĕх. Умри тĕллевсем тата пысăкрах. Çав шутра регион аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене — экономикăран пуçласа патшалăх управленийĕ таран — цифрăлас тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулĕ.
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
