Вĕренӳ çулĕ умĕн йăлана кĕнĕ йĕркепе округри акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен секцийĕнче сӳтсе явмалли нумай пулчĕ. Чи малтан Чулпан Ишмуратова методист иртнĕ вĕренӳ çулĕнче тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Ют чĕлхене вĕрентекенсенчен çиччĕшĕ аслă категориллĕ. Округа çĕнĕ пĕр специалист килнĕ. Вăл Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вăй хума пуçлать. Чулпан Минхарисовна Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем, предмет олимпиади тата тĕрлĕ конкурс çинчен каласа пачĕ. Учительсен хастарлăхне, ачасем лайăх кăтартусем тунине палăртрĕ. Республикăра иртнĕ конференцинче каланă çĕнĕлĕхсене пĕлтерчĕ.
Акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертӳçи Земфира Чабатова искусствăлла интеллект çинчен сăмах пуçарчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти ют чĕлхе преподавателĕсем вĕрентӳре хальхи вăхăтра усă курмалли тĕрлĕ мелсемпе, меслетсемпе паллаштарчĕç.
Юлашкинчен кăçалхи вĕренӳ çулĕнчи тĕллевсене палăртрĕç.
Январь 2026 |
