Тĕрĕсленĕ автобуссем çула тухрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2025, 10:14 Просмотров: 219

Йăлана кĕнĕ йĕркепе çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕн администрацин вĕрентӳ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркеленипе «Батыревский» шалти ĕçсен пайĕн патшалăх автоинспекцийĕн, прокуратура, Раççей транспорт инспекцийĕн уйрăмĕн республикăри филиалĕн ĕçченĕсем шкул автобусĕсене тĕрĕслерĕç. Мероприяти тĕллевĕ — шкул автобусĕсемпе çул-йĕр çинче пуласран инкекрен асăрханасси.

Тĕрĕслевçĕсем çутă хатĕрĕсем юсавлине, хăрушсăрлăх пиçиххийĕсем вырăнта, аптечкăсем тулли пулнине, алăксем, люксем йĕркеллĕ уçăлса хупăннине, огнетушительсене çирĕплетнине тишкерчĕç. Комисси членĕсене çул çине тухма кирлĕ документаци пуррине те тĕрĕслерĕç.

Комисси техника юсавлăхне, тахографсене, блокираторсене, хăрушсăрлăх системисене те тишкерчĕ. Çавăн пекех водительсен ĕç стажĕпе, «Д» категорийĕ пуррипе, çул-йĕр правилисене маларах çӳренĕ чухне пăсманнипе, техника тĕрĕслевĕсене вăхăтран-вăхăта тухнипе интересленчĕç.

Техника тĕрĕслевĕ хыççăн 19 шкул автобусĕ сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 45 маршрутпа çула тухрĕ.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика