Серафим каллех стройра

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2025, 10:02 Просмотров: 253

Иртнĕ çулхи августăн 25-мĕшĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă Серафим Куделин задани пурнăçланă чухне куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Шупашкарта халĕ унăн ячĕпе «ZOV Победы» волонтерсен ушкăнĕ хисепленсе тăрать. Ушкăн Кивĕ Ахпӳрт каччи службăра тăнă 200-мĕш бригадăпа та тачă çыхăну тытать. Вĕсене хӳтĕлев сеткисемпе, çапăçура кирлĕ хатĕрсемпе халăх пулăшнипе тивĕçтерет. Ентешĕн амăшĕ те май пур таран салтаксене тимлĕх уйăрма тăрăшать.

— Маншăн Серафим паян та неонацистсене хирĕç çапăçнăн туйăнать, — тет Мария Куделина.

Çавăнпах ĕнтĕ вăл ывăлĕн юлташĕсене УАЗ автомашина илсе панă. Пĕрлех каçхине курмалли хатĕр те ырă кăмăллă çынсен тивлечĕпе туяннă. Ун çине Серафимăн юратнă сăмахĕсене: «Хорош, как же я хорош», — тесе çырнă. Машина çинче вара «От Серафима Куделина. Работайте, братья!» сăмахсем пур.

— Машинăшăн Мария Николаевнăна тата «ZOV Победы» волонтерсен ушкăнне чун-чĕререн тав тăватпăр. Серафим каллех пирĕнпе стройра, — тет ентешĕн Валентин юлташĕ видео урлă çĕнтерӳ пирĕн енче пулассине палăртса.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика