Хальхи вăхăтра Патăрьел муниципалитет округĕнчи кашни ялта тенĕ пекех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран пулăшма, хавхалантарма тăрăшаççĕ. Тыл паттăрĕсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри — салтаксене хӳтĕлев сеткипе тивĕçтересси. Ку тĕлĕшпе пирĕн ялсем те пысăк хастарлăхпа çак ĕçе хутшăнаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне кашни кунах ирхине 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ял клубне (хĕллесенче вулавăша) сетка çыхма пуçтарăнаççĕ. Хастарсенчен Мария Авинова, Антонина Аксакова, Зинаида Семенова саккăрмĕш теçеткене çывхараççĕ пулин те тăтăшах пархатарлă та сăваплă ĕçе хăйсен тӳпине хываççĕ.
Хӳтĕлев сетки çыхма çӳрекен Аниса Шлаева пенсионерка пирки уйрăммăн та палăртса хăварас килет. Вăл кашни кунах хăйĕн Петя мăнукĕ СВОран Çĕнтерӳпе таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет, уншăн тата ытти салтаксен сывлăхĕшĕн кĕл тăвать. Каччă çар операцийĕ пуçланнăранпах неонацистсене хирĕç кĕрешет. Отпуска килсен ытти салтаксем пекех тăвансемпе, ял-йышпа, çамрăксемпе тĕл пулса калаçма кăмăллать.
Кăçал эпир çулталăк пуçланнăранпа 180а яхăн хӳтĕлев сетки çыхса ăсатрăмăр. Мĕн пурĕ вара хамăр вăйпа 350 сетка ăсталанă. Çак ĕçе тирпейлесе, йĕркелесе пыраканĕ, пире ĕç хатĕрĕпе тивĕçтерекенĕ Павел Белков волонтер.
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
