Пĕлӳ кунĕнче республикăра харăсах виçĕ çĕнĕ шкул: «Солнечный» микрорайонта, Çĕнĕ Шупашкарта, Кӳкеçре уçăлнă.
Хирти Пикшик. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче муниципалитет округĕнчи пур вĕренӳ учрежденийĕнче те Пĕлӳ кунĕ ячĕпе пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Кунĕ те хĕвеллĕ пулчĕ. 304 ача пĕрремĕш класа килчĕ, пуçласа парта хушшине ларчĕ. Шкулсене юсани, çĕнетни, илемлĕ сăн кĕртни хавхалантармаллипех хавхалантарчĕ çитĕнекен ăрăва.
Хирти Пикшикри вăтам шкула пĕрремĕш класа 11 ача килчĕ. Вĕсене 2025-2026 вĕренӳ çулĕнчи пулас выпускниксем линейкăна илсе тухрĕç.
Уяв ячĕпе вĕренекенсене шкул директорĕ Ильдар Камалетдинов, муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентӳ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, территори пайĕн начальникĕ Петр Иванов, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Зуфар Алигберов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Талия Земдиханова саламларĕç.
11 класри Данил Ивановпа пĕрремĕшĕнчи Рамиля Вахитова пурне те Пĕлӳ çуртне йыхăракан шăнкăрав пачĕç.
х х х
Турхан. Ялти вăтам шкул тĕпрен çĕнелнĕ хыççăн ачасене пĕлӳ çуртне йышăнчĕ. Вăл палăрмаллипех улшăннă. Март уйăхĕнче кунта тĕпрен юсав ĕçĕсем пуçланнăччĕ. Подряд организацийĕ ĕçе икĕ уйăх маларах вĕçлесе шкул ачисене пысăк парне турĕ. Кунта халĕ ачасене аталанма майсем çитеççĕ. Çутă та илĕртӳллĕ компьютерлă кабинетсем, интерактивлă хатĕрсем, хăйсен лабораторийĕ, спортзал...
Коридорти стендсене те çĕнетме пуçланă. Иртнине те, паянхине те танлаштарма пулать кунта. Музейĕн пĕчĕк кĕтесĕ те пур. Унта каллех ял пурнăçĕ сăнарланнă. Кил-çуртра усă куракан хатĕр-хĕтĕре вырнаçтарнă.
Вĕренӳ çуртĕнче Патăрьелĕнчи ачасене ăсталăх шкулĕн ӳнер вăрттăнлăхне хăнăхмалли филиалĕ 1980 çултанпах ĕçлет. Унта маларах вĕреннисем хăйсем те пурнăç çулĕ çине тахçанах тăнă ĕнтĕ. Çак енĕпе кайнисем те пур. Вĕсен ĕçĕсемпе паллашма та пулчĕ.
Çурт умĕнче Афганистанра, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пурнăçне татнă çамрăксен стенчĕ пур. Унта чĕрĕ чечексем хучĕç уява хутшăннисем. Вĕрентекенсене халалласа стелла тунă. Фонтан та территорие илем кӳрет.
Нумай пулмасть çеç шкула илсе çитерекен çула та çĕнетнĕ.
Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла. Раççейри чи ватă шкулсенчен пĕри вăл. 186-мĕш вĕренӳ çулне кĕтсе илчĕ. Унăн выпускникĕсем хамăр çĕршывра çеç мар, ун тулашĕнче те сумлă ятсемпе палăраççĕ.
Пĕлӳ кунĕ ячĕпе ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фенил Алиуллов, республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Николай Степанов, шкул директорĕ Валерий Осипов, Улатăр епархийĕн диаконĕ Сергий Горохов тата ыттисем саламларĕç.
Çитĕнекен ăру савăк кăмăлпа шкула кĕчĕ.
ХАКЛАВ
Ольга ЛЕЩЕВА:
Çемьере 3 ача пирĕн. Кĕçĕнни пĕрремĕш класа кайрĕ. Шкул çакнашкал çĕнелнишĕн тем пекех хĕпĕртетпĕр. Маларахри çулсенче кĕçĕн классем уйрăм çуртра вĕренетчĕç. Юмах евĕр туйăнать кунта халь. Хуларинчен пĕртте кая мар. Çакăншăн республика, округ ертӳçисене чĕререн тав тăватпăр.
Патăрьел. «Вĕрентӳ» наци проекчĕн муниципаллă вĕрентӳ организацийĕсене тĕпрен юсасси» регион проекчĕпе çĕнетнĕ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул 2025-2026 çулхи вĕренӳ çулне савăнăçлă линейкăпа пуçларĕ. Уява Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фенил Алиуллов, ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Николай Степанов, Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕ Николай Андреев тата ытти сумлă çынсем хутшăнчĕç.
Шкул директорĕ Людмила Лялина вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, çавăн пекех учреждени юлашки çулсенче чылай çĕнелнине, хăтлăланнине, пĕлӳ çурчĕ чăннипех те 21 ĕмĕрти шкул пулнине палăртрĕ. Классенче хальхи вăхăтри хатĕрсемпе усă кураççĕ, спорт лапамĕнче сывлăха çирĕплетме условисем çителĕклĕ. Ют ялтан килекен ачасене автобуса кĕтсе тăма павильон тунă, тротуар та çатма пекех тикĕс тата ытти те. Килнĕ хăнасем те сăмах илчĕç. Вĕсем ачасене тарăн пĕлӳ илме, вĕрентекенсене çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунчĕç.
Пĕрремĕш класа каякансем пĕчĕк пулсан та пултарулăхĕсене туллин кăтартрĕç: сăвăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç... 11 класра ăс пухакансем кĕçĕн шăллĕсемпе йăмăкĕсене лайăх вĕренме, туслă пулма сунчĕç.
Пĕрремĕш шăнкăрава Николай Кошкинпа Вероника Баранова янăраттарнă хыççăн пурте классене саланчĕç.
Людмила Лялина директор хăнасене агротехнологи класĕсемпе паллаштарчĕ. Ăна «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологипе тивĕçтересси» наци проекчĕн «Агропромышленность комплексĕнчи кадрсем» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ.
х х х
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 1 Б класра вĕренекен Дима Волкова Пĕлӳ кунĕпе саламлама Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă ашшĕ — Александр Волков та — килнĕ
Сăмах май, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ ытти çулсенчен кăшт уйрăларах та тăчĕ. Ятарлă çар операцинче пуçне хунă салтаксен çемйисене тĕрев парас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçи, ятарлă çар операцийĕн участникĕ, «Время СВОих» пограммăна хутшăнакан Руслан Валиуллин подполковник сĕннипе пĕрремĕш класа каякансем валли «Шкула — пулăшупа» проект пурнăçа кĕнĕ. Ачасене рюкзак тата вĕренӳре кирлĕ япаласем туянса панă, 9 ачапа вара ятарлă çар операцине хутшăнакансем пĕлӳ çуртне пĕрле кайнă. Руслан хăй те хутшăннă. Вăл Ыхра Çырминчи вăтам шкула (сăн ӳкерчĕкре) пĕрремĕш класа каякан Амиль Тимербулатовпа пĕрле пĕлӳ çуртне килнĕ.
Март 2026 |
