Бизнес вăй илет — округ аталанать

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2025, 09:32 Просмотров: 203

Округ аталанса, вăй илсе пынинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн тӳпи пысăк. Çак сфера 1297 субъекта пĕрлештерет, унтан юридика сăпачĕллисем — 165, уйрăм предпринимательсем — 1132. Пурĕвара 4000 яхăн çын вăй хурать.

Предпринимательлĕхе аталантарма патшалăх та тимлĕх сахал мар уйăрать. Иртнĕ çул бизнесра вăй хуракан 111 çын 318 млн тенкĕ ытлалăх пулăшăва тивĕçнĕ. Сăмах май, 2022 çулта 77 субъекта 266 млн тенкĕ, 2023-ре 105 субъекта 356 млн тенкĕ панă.

Харпăр хăйшĕн вăй хуракансенчен хыснана налук укçи 125 млн та 840 пин тенкĕ кĕнĕ, вăл шутран муниципалитет бюджетне — 43 млн та 165 пин тенкĕ.

2024 çулта уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем «Професси тупăшĕнчен илекен налук» ятарлă налук режимĕпе усă курма 545 заявлени панă, çакă маларахри çултинчен 143 процент пысăкрах е 2023 çулта 380 пулнă. Субсиди 76 млн та 128 пин тенкĕпе танлашнă. Çав укçаран 593 ĕнепе пушмак пăру туянма 59 млн 323 пин тенкĕ, 457 ĕнепе пушмака тытса тăма 3 млн та 322 пин тенкĕ, 298 пуç качакапа сурăх илме 1 млн та 454 пин, 39 пуç качакапа сурăха усрама 19 пин те 500 тенкĕ, 48 единица ял хуçалăх техники туянма 11 млн та 835 пин, вĕлле хурчĕсем валли кирлĕ хатĕрсемлĕ пулма 141 пин те 560 тенкĕ, минераллă удобренисем валли 30 пин те 597 тенкĕ кайнă.

Сахал тупăшлă çемьесем алă-

ура çавăрса яма халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пай урлă та пулăшу илме пултараççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 251 социаллă контракт çырнă: ĕç вырăнĕ тупмашкăн — 54, хăйсен ĕçне пуçарма —72-ĕн, хушма хуçалăха тытса пыма —107, пурнăçри йывăр лару-тăруран тухма — 18.

Социаллă пулăшупа усă курас текенсен Патшалăх тивĕçтерĕвĕ (Госуслуги) урлă заявлени памалла.

— Юлашки 5 çулта республикăра 16 кластер тата промышленность паркĕсем йĕркеленнĕ, виçĕ пин ытла предприниматель финанс пулăшăвне тивĕçнĕ, унăн хисепĕ 5,5 млрд тенкĕрен те иртнĕ. Вĕсем тăрăшнипе 4,5 пин ытла ĕç вырăнĕ хутшăннă. 2024 çулта предпринимательсене микрозайм парассин калăпăшĕпе регион Раççейри пилĕк лидер йышне кĕрет.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика