Çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă май, Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕпе Кирилпа тĕл пулнă, ăш пиллĕ тата уçă калаçу йĕркеленĕ. Тĕл пулура Чăваш Ен аталанăвĕшĕн ăс-хакăлпа социаллă çыхăнусене çирĕплетни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине сӳтсе явнă.
Çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă чăваш çĕршывĕ ĕмĕрсем хушши тĕрлĕ конфесиллĕ туслă халăх пĕрле килĕштерсе пурăннипе ырă тĕслĕхлĕ.
Сăмах май каласан, Патăрьел муниципалитет округĕнче те чăваш, тутар, вырăс, ирçе халăх çыннисем пĕр çемьери пек ăнланса, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ. Хăйсен культурине, йăли-йĕркине упрас, тăван чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе округра тăтăшах тĕрлĕрен мероприяти, тĕл пулу йĕркелеççĕ.
Январь 2026 |
