Кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче — сентябрьте — Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан ултă мăшăр пĕрлешнĕренпе 50, 55, 60, 65 çул çитнине паллă тăвĕç. Шăнкăртамри Решатпа Гелфия Абейдулловсене, Анат Туçари Анатолийпе Раиса Сверчковсене, Çĕнĕ Ахпӳртри Василийпе Клавдия Иракинсене ылтăн, Туçари Николайпа Лидия Кипятковсене изумруд, Пăлапуç Пашьелĕнчи Вадимпа Вера Мешковсене бриллиант, Ишлĕри Василийпе Серафима Тихоновсене вара тимĕр туй ячĕпе саламлĕç. Сăмах май каласан, 65 çул пĕрле пурăнакан Тихоновсем 10 ача çуратса ӳстерсе аслă çул çине кăларнă!
Январь 2026 |
