ПĔРЛЕ чухне кирек мĕнле йывăрлăха çĕнтерме, кирек мĕнле ыйтăва татса пама пулать. Ушкăнра вăй çеç мар, тĕрек те, аталану та. Çакна шута илсе Çĕньялти Шуркасра (Карл Маркс урамĕ) пурăнакансем вунă çул каяллах юсанă хыççăн тирпейсĕрленнĕ урама хăйсен вăйĕпе хăтлăх кĕртме шутланă. Çак тĕллевпе вĕсем чăн малтанах кашни çемьерен укçа-тенкĕ пуçтарнă. Пытарма кирлĕ мар, унсăрăн ĕçе пикенеймĕн. Кӳршĕ-аршă пĕри те шухăша хирĕçлемен, ыр кăмăллăх «пухмачне» кашни çын пуçне виçшер пин тенкĕ хывнă.
— Çĕньялта пурăнакансем ял, урам илемĕшĕн пурте пĕр шухăшлă пулса тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра ялти 12 урама та йĕркеллех транспортпа кĕрсе-тухса çӳреме пулать. Хальхинче, акă, Шуркассем хастарлăхне кăтартса хăйсен вăйĕпе касса вак чул сарса хăтлăлатрĕç. Эпир те çемьепе пархатарлă ĕçе ачасемпе 15 пин тенкĕ хыврăмăр,— пĕлтерчĕ Çĕньел территори пайĕн начальникĕ Мария Мадюкова.
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
