Турниртан ылтăн медальпе таврăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2025, 21:46 Просмотров: 116

Атăлçи Федераци округĕнче алă вăй виçессипе ăмăрту иртнĕ. Ку хутĕнче вăл Пенза хулинче пулнă. Турнира Раççейĕн 19 регионĕнчен 100 ытла спортсмен хутшăннă. Унта "Паттăр" спорт шкул воспитанникĕ Роберт Шакуров ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Çамрăка ăмăртусене Ильфак Алеев тренер хатĕрлет. Роберт спортăн çак енĕпе ăсталăхне ỹстерсех пырать.

Вăл Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ. Унăн çитĕнĕвĕсем сахал мар. Роберт темиçе хутчен те Чăваш Ен кубокĕн тата чемпионачĕн çĕнтерỹçи те пулнă.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика