Патăрьелĕнчи кану паркĕнче чăн-чăн спорт уявĕ иртрĕ. Тĕнчери бокс кунне халалланă ăмăртура юлташла тĕл пулусем пулчĕç. Çакă пирĕн муниципалитет округĕнче бокс вăййин пуçламăш историне çырăнса юлакан мероприяти.
Турнира уçнă çĕре муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, Чăваш Енри бокс федерацийĕн обществăлла организацийĕн председателĕ Эдуард Иванов, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков хутшăнчĕç.
Юлташла тĕл пулăва йĕркелекен Алексей Чернов та сăмах каларĕ.
Мероприятие хутшăнакансене саламланă май Рудольф Селиванов бокс спорчĕ пирĕн патăрта питех аталанманнине палăртрĕ. "Ман пата уйрăм предприниматель, бокс тренер-преподавателĕ Алексей Чернов муниципалитет округĕнче бокс шкулне уçас ыйтупа килсен, эпĕ хавасах пултăм. Паян акă малтанхи кăтартусене куратпăр та" ,- терĕ Рудольф Васильевич.
Кĕрешĕве Çĕнĕ Шупашкарпа Патăрьел муниципалитет округĕн пĕрлештернĕ командисем тухрĕç. Спортсменсем çивĕч тата хĕрỹ тытăçусене кăтартрĕç, куракансене вăйă техникипе, вăй-халĕпе, чăтăмлăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Кашни тапăну, ăна сирсе яма пултарни, ỹкни, тăма пултарни вăййа хутшăнакансемпе куракансенче хавхалану кỹчĕ. Халиччен бокспа интересленменнисем те шăп, спорт илемĕпе киленмесĕр тăма пултараймарĕç.
Муниципалитет округĕн командин хăш-пĕр спортсменĕшĕн çакă пĕрремĕш хут ринга тухни пулчĕ, дебют çỹллĕ шайра иртни палăрчĕ. Çакă 7 çулхи Иван Галкиншăн, Матвей Кузьминшăн, Дмитрий Григорьевшăн, Камиля Камалетдиновашăн чăн-чăн триумф, бокс шкулĕ чăннипех те пуçласа лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕ. Малтанхи кăтартусем малашлăха çул хывнă шанчăклă çитĕнỹсен никĕсĕ тесен те юрать.
Альбина ИВАНОВА
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
