Хурама Твар ялĕнче çуралса ỹснĕ, кунтах пĕлỹ илнĕ, Турханта пурăннă Сергей Николаевич Манзуркин пиртен уйрăлса кайнăранпа 40 кун çитрĕ. Ытла та кĕтмен çĕртен пулчĕ çухату. Юратнă ывăлăмăрсăр, тетесĕр, шăллăмсăр çут тĕнче те тĕксĕм туйăнать, куçсенчен куççуль юхма чарăнмасть.
Эсĕ пирĕншĕн çирĕп юман евĕр тĕревччĕ. Сан çумăнта хỹтлĕхреччĕ эпир. Санран вăй-хал илеттĕмĕр. Эсĕ кĕрсен пỹрт-çурт çуталатчĕ. Унăн кашни кĕтессинчен ăшă хĕвел пăхнăн, пайăркисене аякка сапаланăн туйăнатчĕ. Ытла та уçă кăмăллă пултăн эсĕ. Çавна май хисепỹ те ỹссех пычĕ.
Салтакран килсенех ĕçлĕ пурнăçна ялти участок больницинче водительте ĕçленинчен пуçларăн. Вăрман хуçалăхĕн институтĕнчен вĕренсе тухса çак енĕпе Патăрьелĕнче ĕçлерĕн. Кайран тăван ене куçрăн, çемье çавăртăн. Мĕн чухлĕ ырă ĕç турăн хамăр тăрăхшăн.10 çул ытла 100 километр ытла çула тасатса, тирпейлесе тăтăн.
Автомашинăпа трактор паркĕ те пуянччĕ. Комбайнсем, КамАЗсем яланах ĕçе юрăхлăччĕ. Вăрман делянки илсе пилорама ĕçлеттереттĕн. Гектарĕ-гектарĕпе тырри-пулли кашласа ларатчĕ. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ те çукчĕ. Лаша таранччен тытаттăн.
Кил-çурту кермен пекчĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетме те вăхăт тупаттăн. Капмар кафе хăпартса лартрăн.
Эсĕ пирĕншĕн ырă тĕслĕх, хавхалану кỹрекенĕ пултăн. Санри хастар кăмăл пире куçатчĕ, калаçса чуна пусарма пулатчĕ. Тараватлăху, уçă кăмăлу пурин валли те çитетчĕ. Шỹтлеме те юрататтăн. Савăк кăмăл та çителĕклĕччĕ санра. Кирек кама та йывăр вăхăтра алă тăсса пама, пулăшма хатĕрччĕ эсĕ.
20 çул районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пултăн. Халăх хисепĕ çакă, шанăçĕ. Çынна ырă тума пултарнăран тус-юлташ та нумайччĕ санăн.
Территори пайĕнче йĕркелекен мероприятисем пĕри те эс хутшăнмасăр иртмен. Инкек-синкекре пурне те пулăшма тăрăшрăн. Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли пулăшу парассинчен нихăçан пăрăнса юлмарăн.
Эсĕ пире пĕрле пуçтараттăн, ăс параттăн, вĕрентеттĕн. Йывăр пире сансăр халĕ. Кичем. Хамăрăн чĕресем тапма чарăниччен те манаймăпăр сана.
Пурнăçра ырă йĕр хăвартăн. Тунсăхлатпăр, чĕререн кулянатпăр. Çынсене ырă туни, вĕсем сана ăшшăн аса илни çеç кăштах лăплантарать. Эсĕ уçă чун-чĕреллĕ, тỹрĕ кăмăллă пулнине çирĕплетеççĕ. Çынсемшĕн нумай ырă ĕç турăн, çĕр çине çимĕçне хăвартăн. Вĕсем - вилĕмсĕр.
Эсĕ чи лайăх ывăлпа тете тата шăллăм пултăн. Чĕре суранĕ нихçан та пирчеймĕ пирĕн, чун ыратăвĕ чакмĕ. (1376).
Амăшĕ, 3 аппăшĕ, йăмăкĕ
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
