Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ветеринарсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ерекен хăрушă чирсем ан сарăлччăр тесе, лару-тăру ку енĕпе тăнăçлă та лăпкă пултăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Çакăнтан сыхланас тĕлĕшпе эпир ятарлă графикпа тата ветеринари мероприятийĕсен планĕпе килĕшỹллĕн ĕçлетпĕр.
Пирĕн тĕллев - профилактика ĕçĕсене тĕплĕн те, вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе, мĕн пур тытăмри хуçалăх выльăхĕсене чир-чĕртен сыхласси тата сиплесси. Амак таврашĕ выльăх çумне ан çулăхтăр. Районти патшалăх ветеринари службин тытăмĕнче хальхи вăхăтра 27 специалист тăрăшать, унсăр пуçне хуçалăхсенче 5 ветеринари ĕçченĕ пур. Вĕсем, тĕпрен илсен, Хусанти, Шупашкарти, Чĕмпĕрти ял хуçалăх институчĕсенчен вĕренсе тухнă, Вăрнарти, Пăвари ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнисем те пур.
Округри халăхăн, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен выльăхĕсене тата вĕсене пусса тирпейлекен цехсене, сĕт пункчĕсене тата ытти тĕрлĕ предприятисене районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци, ветеринарин виçĕ лечебници тата 8 участокĕ, пĕр лабаратори тивĕçтерет. Вĕсем тĕрлĕ чиртен вакцинаци тăваççĕ, бруцеллезпа лейкозран юнĕсене тĕрĕслеççĕ, аш-какай, сĕт, çăмарта, пыл, выльăх апачĕн пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Продукцие мĕнле упранипе тата хатĕрленипе кăсăкланаççĕ.
Вĕсенчен (30 çул) ытла тỹрĕ кăмăлпа Валерий Быков, Надежда Трофимова, Сергей Пятаков, Майя Пятакова, Елена Зверева, Иван Иванов вăй хураççĕ. Çавăн пекех Алевтина Демидова, Екатерина Шадирякова, Дмитрий Аврелькин, Татьяна Семенова, Надежда Лябукова, Фимия Фазуллова, Татьяна Чумакова, Сергей Сидоров çамрăк специалистсене те ырăпа палăртса хăварас килет. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракан выльăх тухтăрĕсем те ăшă сăмаха тивĕçлĕ.
Паянхи çитĕнỹсенче унччен вăй хунă ертỹçĕсен тỹпи те пысăк. Ветеринари станцине П.Клычков, М.Тайкин, Г.Платонов, М.Артемьев, В.Филимонов, А.Сапожников, Н.Чернышев ертсе пынă. 1997 çулта ку яваплă тивĕçе мана шанса пачĕç.
Ветеринари службинче ырми-канми тата тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн И.Тарасов, П.Исаков, А.Сапожников, Г.Галкин, О.Седойкина, Н.Чернышев, В.Ершова, П.Ефимов, Х.Хамматов, Л.Ефимова "ЧР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ" хисепе тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби çулсерен ирттерекен тĕрлĕрен конкурссене, спорт вăййисене хастаррăн хутшăнать. Учреждени администрацийĕ ветучастоксемпе ветлечебницăсен ĕç-хĕлне çăмăллатассишĕн, пурлăхпа техника базине пуянлатассишĕн тăрăшать.
Петр ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
