Ытарайми тăван тавралăх, кунта тĕпленнĕ туслă халăх

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2025, 21:41 Просмотров: 113

 Алманчăри вулавăш Раççей писателĕсен Союзĕн членĕн Лидия Ковалюкăн "Тỹпери çут çăлтăр" çĕнĕ кĕнекипе пуянланнă. Вулакансем сăвăсемпе кăсăклансах паллашаççĕ. Автор унта "Миттапа калаçни", "Куç хăрать те ал тăвать" поэмăсемпе пĕрле "Ятран хисеплесе çырнă сăвăсен" ярăмне те кĕртнĕ. Тĕрлĕ çул хаçат-журналта кун çути курнă сăввисенче автор вулакансене кăсăклантаракан çивĕч ыйтусене хăйĕн вăхăтĕнче хăюллăн хускатнă, вĕсем халĕ те пăлтерĕшне çухатман. Ытарайми тăван тăрăх, çуралса ỹснĕ Алманчă ялĕпирки те ăшă сăмахсем калама тăрăшать автор. Юрату теми те çывăх, çавăн пекех композиторсемпе пĕрле кĕвĕленĕ юрăсем те кĕнекере паллă вырăн йышăнаççĕ.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика