Террорла хăрушлăхран асăрханса

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2025, 21:41 Просмотров: 136

 Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнче террора хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

 Хальхи вăхăтра комиссин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - округра пурăнакансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Çавна май Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Пĕлỹ кунĕ ячĕпе йĕркелекен уяв мероприятийĕсенче, линейкăсенче, çавăн пекех сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенчи пĕрлехи сасăлав кунĕсенче хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп, террорла хăрушлăхран хỹтĕленмелли мерăсене пăхăнмалла.

Комиссин ларăвĕнче ятарлă службăсемпе çыхăну тытса ĕçлемеллине, чрезвычайлă лару-тăруру мĕнле йышăнусем тумаллине тата ыттине те сỹтсе явнă.

(Хамăр корр.)

Яндекс.Метрика